Архив - 23 Ноября, 2017 - Çамрăксен хаçачĕ

Аннăпа Дмитрий Уткинсем чиркÿре паллашнă. Шăпах çав вăхăтра Кÿкеçри пĕр çамрăк усал шыçăпа чирлесе вилнĕ. Шăматкунсерен Анна шап-шурă кĕпе тăхăнса тантăшĕсемпе çав йĕкĕте асăнтарма çÿренĕ. Апашра пурăнакан Дмитрий те чиркĕве çав тĕллевпех çитнĕ.

Бакура çуралса ÿснĕ, Шупашкарта тĕпленнĕ Ирина Лапшина киленĕçĕ пирки сăмах хускатсан: «Эпĕ çынна пулăшма кăмăллатăп», — тет. Вăл мучипе кинемее çул урлă каçарнипе, вĕсен йывăр тиевне киле йăтса çитернипе çырлахман. Иринăна Шупашкарти онкологи диспансерĕнче сывалакансем ялан кĕтнĕ. Йывăр чирпе кĕрешекенсене хавхалантаракан пурри пуç усма паман.

Çăлтăрсемсĕр тунсăхламарăр-и? Тинех «Çăлтăрсен Инстаграмри пурнăçĕ» рубрикăн вăхăчĕ çитрĕ. Кам ăçта çитнĕ, хăйĕн страницине пăхса тăракансене мĕнпе савăнтарнă? Халех веçех пĕлĕпĕр.