Комментировать

23 Ноя, 2017

Юлашки ĕмĕтне пурнăçа кĕртеççĕ

Бакура çуралса ÿснĕ, Шупашкарта тĕпленнĕ Ирина Лапшина киленĕçĕ пирки сăмах хускатсан: «Эпĕ çынна пулăшма кăмăллатăп», — тет. Вăл мучипе кинемее çул урлă каçарнипе, вĕсен йывăр тиевне киле йăтса çитернипе çырлахман. Иринăна Шупашкарти онкологи диспансерĕнче сывалакансем ялан кĕтнĕ. Йывăр чирпе кĕрешекенсене хавхалантаракан пурри пуç усма паман.

«Вĕсем пурпĕр вилеççĕ!»

Тухтăрсем юлашки çулсенче чир-чĕр çамрăкланнине палăртаççĕ. Вăтăр çул каялла ачасен усал шыçă тупса палăртни сайра тĕл пулнă. Халĕ çак амакпа кĕрешекен ачасен йышĕ ÿсет. Шупашкарти ача-пăчан 3-мĕш больницин паллиатив уйрăмĕнче тантăшĕсемпе пĕрле нихăçан мечĕк хăвалайман ачасем выртаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ алла кашăк тытаймасть, апата чăмлаймасть, çăтаймасть. Вĕсен хаваслă сассине те илтеймĕн. Ытларахăшне сывлама аппарат кирлĕ. Апат организма ятарлă трубка витĕр лекет. Вырăн çинчен тăрайманскерсене пĕрмай сăнамалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.