Хваттере тултарать вунă ача сасси
Аннăпа Дмитрий Уткинсем чиркÿре паллашнă. Шăпах çав вăхăтра Кÿкеçри пĕр çамрăк усал шыçăпа чирлесе вилнĕ. Шăматкунсерен Анна шап-шурă кĕпе тăхăнса тантăшĕсемпе çав йĕкĕте асăнтарма çÿренĕ. Апашра пурăнакан Дмитрий те чиркĕве çав тĕллевпех çитнĕ. Кĕлĕ иртнĕ хыççăн икĕ çамрăк темшĕн киле кайма васкаман, кунти лăпкăлăхпа киленсе картишĕнче уçăлса çÿренĕ, пĕр-пĕринпе тĕл пулсан сăмах хушмасăр чăтайман.
Пĕр алăра — вут, тепринче — шыв…
Анна хăйĕнчен виçĕ çул кĕçĕнрех лутра та имшер каччăна ачапча вырăнне кăна йышăннă. Унпа калаçма питĕ çăмăл пулнă ăна, Дима кирек хăçан та хĕре пулăшма, ăнланма тăрăшнă. Вун сакăр çул тултарсан каччăна çара илсе кайнă. Самар облаçне кашни эрнерех çыру вĕçтернĕ хĕр, анчах темшĕн пĕри те Димăн аллине лекеймен. Çапах та ку пĕр-пĕринчен сивĕнмелли сăлтав пулман. Çартан таврăнсан йĕкĕт хăй патне пуринчен малтан вĕçтерсе çитессе кĕтнĕ Анна. Шăпах çакнашкал пулнă та. Каччăпа хĕр хушшинчи çирĕп туслăх тем хушăра чăн-чăн юратăва çаврăннă. Салтакран тĕрекленсе, илемленсе таврăннă Дима. Тинех ăна ача вырăнне хума пăрахнă Анна. Тăватă çул туслă çÿренĕ хыççăн çывăх тăванĕсене пуçтарса туй кĕрлеттернĕ, пĕр-пĕрне чунтан савса пĕрлешнĕ хĕрпе каччă. Çак таса туйăма арăмĕпе упăшки ĕмĕр тăршшĕпех упрама хатĕр.