Архив - Ноя 2019 - Хресчен сасси
ноябрь 13th
Ялти ипотека халăха кĕтет
Ноябрĕн 5-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе эрнесерен ирттерекен планеркинче республика ялти ипотека программăна хутшăнас ыйтăва пăхса тухнă. Ун пирки тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе эпир «Хресчен сасси» хаçат тĕпелне «Россельхозбанк» акционерсен обществин Чăваш Енри филиалĕн директорне Ирина Письменскаяна чĕнтĕмĕр.
Ĕрчетсе сутасшăн
Тăвай районĕнчи Андрей Моряков фермер хуçалăхне ăратлă лашасем илсе килнĕ.
Чăваш Енре йывăр туртакан ăратлă ăйăрпа лашасем 19 пуç хушăннă. Вĕсене хальлĕхе карантина тăратнă. Лашасене дезинфекциленĕ витене вырнаçтарнă. Шывпа, апатпа тивĕçтернĕ. Выльăхсем çĕнĕ çĕрте хăйсене аван туяççĕ. Фермер малашне вĕсене ĕрчетсе сутма палăртать.
ноябрь 6th
«Хресчен сасси» 42 (2781) № 06.11.2019
Кун-çул уттинчен юлмасăр
Эрех хуйха пусармасть
Çулсерен ялсенче миçе çемье чăмăртанмасть-ши? Пĕр-пĕрне чунтан савакан, пĕр-пĕринсĕр сехет те пурăнма пултарайман хĕрсемпе каччăсем пĕрлешеççĕ. Çав вăхăтра вĕсенчен телейлĕреххи никам та çук.
Вилме те канлĕх çук
Паянхи пурнăçра пĕрисем пуйса пыраççĕ, теприсем вара — чухăнланса. Çакă ялта уйрăмах лайăх палăрать. Ял хуçалăхĕсем арканни çынсен пурнăçне йывăрлăха кĕртсе ÿкерчĕ. Ĕç вырăнĕсем çукран çемьесем саланаççĕ.
Маларах ватă çынна пытартăмăр. «Вăл ун чухлĕ пурăннă-ха, çитет ăна. Йывăр тăпри çăмăл пултăр», — терĕмĕр. Вăхăт иртнĕ майăн асăнмалли кунĕ те çитрĕ. Анчах çывăх тăванĕ пĕр-ик куна чăтса çитереймерĕ. Хăйĕн çуралнă кунне паллă тума хăна-вĕрле пухрĕ. Хаваслă юрă-кĕвĕпе ватти-вĕтти сиксе ташларĕ.