Тăван енрен хакли нимĕн те çук

13 Ноя, 2019

Шăмăршă районĕн социаллă пурнăçĕпе экономикине курăмлă тÿпе хываканĕ — ял хуçалăх отраслĕ. Тĕп хуларан аякра вырнаçнине пăхмасăр район пурнăç уттинчен юлмасть, малаллах талпăнать. Вырăнти лару-тăрупа Шăмăршă районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Васильевич ДЕНИСОВ паллаштарать.

Тĕп шăнăр — фермерсем

— Владимир Васильевич, çак кунсенче район çыннисем ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне паллă турĕç. Эсир ăна мĕнле кăмăлпа кĕтсе илтĕр-ши?

— Районти ял хуçалăх отраслĕ тепĕр хут вăй илме, кăтартусем ÿсме тытăннă май чунра та çĕкленÿ, хавхалану туйăмĕ палăрать. Вунă уйăх кăтартăвĕсем тăрăх чылай хуçалăх тупăшлă ĕçлесе пыни курăнать.
Кăçал районта акнă-лартнă лаптăксем 15276 гектар йышăннă. Кĕрхисен 1775 гектарĕ пĕтнĕ май тепĕр хутчен сухаласа акма тиврĕ. Хуçалăхсенче малтанхи хут соя /180 гектар/, шăпкан /35/ çитĕнтерчĕç. Çĕр улми те 157 гектар йышăнчĕ.
Кăçал çĕр ĕçченĕсем 26057 пин тонна «сарă ылтăн» пуçтарса кĕртрĕç. Тыр-пулăн гектарти вăтам тухăçĕ — 25,1, çĕр улмин — 187 центнер. Ку пирĕншĕн чăннипех çитĕнÿ, аталанăвăн малтанхи утăмĕ. Района ертсе пыма пуçăнсанах кăтартусем чăнлăхпа тÿр килменни тĕлĕнтеретчĕ. Çурма пушă пÿлмесене тулли тесе çирĕплетме хăтланни кулăшла мар-им? Çине тăрса суя цифрăсенчен хăпса ĕçе-хĕле хăпартмасăр, тĕрĕс кăтартма тытăнтăмăр. Çакă пире тăрăшарах вăй хума хистет кăна. Халĕ çитĕнĕвĕн кашни утăмĕ савăнтарать: эпир те ытти-сенчен кая мар ĕçлеме пултаратпăр. Нумаях пулмасть акă Геннадий Макаров фермер хуçалăхĕнче çĕнĕ йышши ферма хута кайрĕ. Унта халĕ ĕçлеме, канма мĕн пур услови пур. Районшăн каллех пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Ара, юлашки 30 çулта Шăмăршă тăрăхĕнче никĕсрен тытăнса ферма çĕклени пулманччĕ-ха. Ытларах киввисене юсанипех çырлахнă.
Çапах çĕр ĕçченĕн цифрăшăн, çÿлте ларакансене юрассишĕн мар, тухăç, тупăш илессишĕн тăрăшмалла. Ĕç килĕштĕр, кăмăла çĕклетĕр.

Районти агропромышленноç комплексĕн тĕп шăнăрĕ — фермерсем. Пысăк мар хуçалăхсем отрасле туртса кăларма вăй çитерĕç-ши?
— Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, çĕршыври пăтрашуллă тапхăрта, пирĕн тăрăхри ял хуçалăх организацийĕсем те йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕç. Районта панкрут çулĕ çине тăнă организацисен пур-лăхне упраса хăварас тесе вĕсен çумĕнче фермер хуçалăхĕсем уçма тытăнчĕç. Предприятин тех-ники, выльăхĕ, ферми, çĕрĕ вырăнти фермерсен аллине куçрĕ. Хальхи вăхăтра 20 хресчен /фер-мер/ хуçалăхĕ. Пурте йĕркеллĕ ĕçлеççĕ, тырă, пахча çимĕç туса илеççĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ. Вĕсем тăрăшнипех районта мĕн пур пулăхлă лаптăка пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Кашниех 150-ран пуçласа 1000 гектар çĕрпе усă курать.
Кĕркунне Иван Быков фермер 2858 тонна тырă вырса кĕртрĕ. Василий Павлов /Хĕрлĕ Васан/, Геннадий Макаров /Кахăрлă Шăхаль/, Валерий Симурзин /Çĕнĕ Чукал/ тата ыттисем пирки те ыррине каламалла. Вĕсем çĕр улмине гектар пуçне 210 центнер кăларса пуçтарчĕç. Вырăнти «Колос» агрофирмăпа «Победа», «Искра» пĕрлешÿсем те аван ĕçлеççĕ.
Кăçалхи вунă уйăх кăтартăвĕсемпе районти организацисемпе фермер хуçалăхĕсенче 1067 ĕне выльăх шутланнă. Ку иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 116,8 процент. Çав шутра сăвăнаканнисем — 491 /107%/. Олег Хлюкин, Татьяна Иванова фермерсен хуçалăхĕнче çак тапхăрта кашни ĕнерен 5 пин килограмм ытла сĕт сунă. Выльăхсен талăкри ÿт хушаслăхĕ те пысăк вĕсен.

— Уй-хир пушаннă, кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ. Апла хаш! сывласа ямалли кăна юлать.
— Кĕрхи ĕçсем вĕçленмен-ха. Хуçалăхсенче çĕртме пырать, 5500 гектар сухаланă ĕнтĕ. «Мĕн акатăн — çавă шăтать», — тенĕ. Ĕçченсем çураки валли вăрлăх хатĕрлеççĕ. Районĕпе вăрлăхăн 95 проценчĕ кондициллĕ. «Колос», «Победа» пĕрлешÿсенче 100 проценчĕпех акма юрăхлă. Çакна палăртас килет, чылай фермер хуçалăхне çамрăксем ертсе пыраççĕ. Вĕсем ĕç-хĕлне те çĕнĕлле йĕркелеççĕ, пурнăçпа тан пыма тăрăшаççĕ. Хире паха вăрлăх кăна акаççĕ. Вырса кĕртнĕ тырра сутса суперэлита туянаççĕ, уншăн патшалăхран дотаци илеççĕ. Юлашки вăхăтра Андрей Юнкеров, Александр Егоров, Владимир Алексеев тата ытти фермер вăрлăха çĕнетессипе лайăх ĕçлеççĕ.
Хуçалăхсенче техникăна управа лартассипе ятарлă бригадăсем йĕркеленĕ. Ĕçрен пушаннă машина-трактора юсаççĕ. Кăçал районĕпе 3 трактор, 1 комбайн, 8 ытти техника туянма май килнĕ. Çитес çул ку енĕпе ытларах ĕçлемелле.
Кĕрхи культурăсене 2805 гектар çинче акса хăварнă. Вăл тикĕс, çăра шăтнă. Хĕл йĕркеллĕ каçсан тухăç лайăх пулмалла. «Иккĕмĕш çăкăр» сахал туса илетпĕр, пурĕ 157 гектар кăна. Малашне çĕр улми тата сахăр кăшманĕн лаптăкĕсене пысăклатма палăртатпăр.

Хуçалăхсем патшалăх пулăшăвĕпе усă кураççĕ-ши?
— Ял хуçалăх таварне туса илекенсем вунă уйăхра патшалăхран 16,3 млн тенкĕ пулăшу илнĕ. Çав шутра топливо, элита вăрлăх туяннăшăн та. Ĕçченсем «Çемье ферми», «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăсемпе те анлă усă кураççĕ. Геннадий Макаров «Çемье ферми» программăпа тивĕçнĕ грантпа 130 ĕне вырнаçмалăх ферма турĕ, техника туянчĕ. Проект хакĕ — 16 млн тенкĕ. Малашне выльăх йышне татах ÿстересшĕн. Ăна та çăмăллăх кредичĕпе илесшĕн. Банка документсене тăратнă ĕнтĕ.
Кăçал «Агростартап» программа хута кайни хушма хуçалăхсене аталанма çул уçрĕ темелле. Пирĕн тăрăхри Борис Поляков фермер та конкурса хутшăнса грант илме пултарчĕ. Шăмăршă тăрăхĕнче хушма хуçалăхсем те лайăх аталанса пыраççĕ. Андрей Воробьев / Анат Чаткас ял тăрăхĕ/, Константин Карзанов /Кивĕ Чукал/, Виталий Филиппов /Васан/ тата ыттисем 10-30 ĕне выльăх тытаççĕ, сĕт, аш-какай сутаççĕ. Çитес çул вĕсене те «Агростартап» программăна хутшăнтарасшăн. Грантпа фермер хуçалăхне йĕркелеме, патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курма çăмăлланать.

Владимир Васильевич, ял хуçалăх продукцине туса илни кăна сахал, ăна тупăшлă вырнаçтарма та пĕлмелле. Шăмăршăсен чĕр таварĕ экспорта çул хывма пултарĕ-ши?
— Район Шупашкартан, Чĕмпĕртен аякра вырнаçнăран ку енĕпе чăрмавсем пур. Вырăнта туса илнĕ чĕр тавара посредниксем урлă ытларах вырнаçтараççĕ. Малашне продукци калăпăшĕ ÿснĕ май ытти çул-йĕр шырама тивĕ. Çав шутра экспорта ярассипе те ĕçлемелле. Сăмахран, тырă, техника культурисене ăсатма пулать. Пирĕн тавар пахалăх тĕлĕшпе пĕрре те кая мар. Чĕр тавара вырăнта тирпейлессине йĕркелемелле. Хатĕр продукци хаклăрах, лайăхрах сутăнать.

Чĕр тавара вырнаçтарма çĕр ĕçченĕсене ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем пулăшма пултарĕччĕç.
— Районта вăл пĕрре пур-ха, анчах ниепле вăй илеймест. Ку енĕпе ĕçлемелĕх пур.

Владимир Васильевич, район аталанăвĕ кадрсенчен нумай килет. Ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех-ши?
— Кадрсем тĕлĕшпе йывăрлăхсем пур паллах. Шăмăршă тăрăхĕнчен аслă шкулсене вĕренме каякан самай. Шел, диплом илнĕ хыççăн каялла таврăнакан сахал. Акă фермерсен хăйсенех тракторист, агроном, ветеринар пулма, ял хуçалăхне пур енлĕн пĕлме тивет. Вĕсем валли вырăнта ятарлă курссем йĕркелесен аванччĕ.

Çамрăксем тăван тăрăхрах юлччăр тесе мĕн тăватăр?
— Çамрăк специалистсене, çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма субсиди уйăратпăр. Кăçал кăна 7 çемье патшалăх пулăшăвĕпе /5,8 млн тенкĕлĕх/ усă курчĕ. Çулсерен вăтамран 3-4 çемьене субсиди тивет. Вĕсем ял хуçалăхĕнче, сывлăх сыхлавĕнче тата ытти çĕрте тăрăшаççĕ.
«Ял территорийĕсене çирĕппĕн аталантарасси» программа та пурнăçланса пырать. Çурт-йĕр тăватпăр, шыв пăрăхĕ хыватпăр, сиплев, культура çурчĕсене юсаса çĕнететпĕр. 2014 çултанпа 34 çемье пурăнмалли условийĕсене лайăхлатнă, çав шутра 23 çамрăк çемьепе специалист. Нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене тирпей- илем кÿресси те тĕп вырăнта: çул, тротуарсене йĕркене кĕртетпĕр, чечексемпе илемлететпĕр.
Районта ĕç алли çитменни сисĕнет. Пурĕ 200 ытла ваканси. Тĕрлĕ отрасльте кирлĕ вĕсем: ял хуçалăхĕнче, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра тата ыт.те. Малалла вулас…

КĔСКЕН

— Эсир спортпа туслă-и?
— Паллах. Эпĕ хоккейла вылятăп, йĕлтĕрпе чупатăп. Ăмăртусене ячĕшĕн мар, çĕнтерессишĕн хутшăнатăп. Ачасене те пĕчĕкрен спортпа туслаштарнă.
Виçĕ ача ашшĕне района ертсе пынă май çемьепе сĕтел хушшине пуçтарăнса ларма, чуна уçса калаçма вăхăт юлать-и?
— Çемье валли вăхăт яланах тупмалла. Аслисем Артемипе Димитрий Хусанти авиаци институтĕнче вĕренеççĕ. Дипломпа пĕрлех офицер званине илме хатĕрленеççĕ. Кĕçĕнни Яна иккĕмĕш класра кăна-ха. Ывăлсем киле килни — çемьешĕн уяв. Мунча хутса яратпăр. Вĕри мунчара милĕкпе çапăннă май çивĕч ыйтусене те сÿтсе яватпăр: арçынпа арçынла калаçатпăр. Ача чухне эпĕ вĕсемшĕн çирĕп ашшĕ пулнă. Халĕ вара ывăлсемшĕн çывăх, шанчăклă юлташ пулас килет.
Хушма хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхе пăхма та вăхăт тупатăп.
Эсир педагога тата юриста вĕренсе тухнă. Икĕ аслă пĕлÿллĕ çын яла суйласа илни мĕнпе çыхăннă?
— Эпĕ диплом илнĕ вăхăтра, 1990 çулсенче, çĕршывра йывăр лару-тăру пулнă: ĕç, пурăнма кĕтес çук, шалу йĕркеллĕ тÿлемен… Тăван тăрăха таврăнса ачасене вĕрентме пуçăнтăм. Кĕçех мана, 25 çулти йĕкĕте, Шăмăршă вăтам шкулĕн директорне лартрĕç. Унтан — ял тăрăхĕн, каярахпа район администрацийĕн пуçлăхне. Хула хăвăрт манăçа тухрĕ. Кашни çыннăн хăйĕн пурнăç çулĕ, шăпи. Манăн вăл Шăмăршăпа çыхăннă. Хама тăван тăрăхрах телейлĕ туятăп.
Чун-чĕре ачасем патне, шкула туртмасть-и?
— Паллах, вĕренекенсемшĕн тунсăхлатăп. Ачасемпе ĕçлеме çав тери кăсăклă. Вĕсем çĕнĕлĕх патне туртăнаççĕ, хăрамаççĕ.
Утса тухнă çул-йĕрте мĕнле тарăн йĕр хăварма пултартăр?
— Карапай Шăмăршă ял тăрăхне ертсе пынă май территорие хăтлăлатассипе нумай ĕçлерĕмĕр. Кĕске хушăра ял халăхĕ, спонсорсем пулăшнипе чиркÿ уçрăмăр. Шкулсене, ача сачĕсене тĕпрен юсарăмăр. Мĕн палăртнине йăлтах пурнăçа кĕртсе пыратпăр.
Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, эсир социаллă сетьсемпе усă курма килĕштерместĕр.
— Хăйсен пурнăçне пач палламан çынсене пĕлтернине-кăтартнине ăнланма пултараймастăп. Кашни çыннăн вăрттăнлăх пулмалла. Инстаграмра пур эпĕ, ăна служба тивĕçĕпе уçнă.
Пурнăçа улăштарма май пулсан мĕнрен тытăннă пулăттăр?
— Ачасемпе ытларах хутшăнма тăрăшăттăм. Кун-çул хăвăрт иртет. Сисмерĕмĕр те ывăлсем пурнăç çулĕ çине тăчĕç. Ачаран тĕрĕс воспитани пани, вĕрентни ĕмĕрлĕхе. Ывăлсем хăйсен çулне тупнишĕн чун савăнать. Çав хушăрах вĕсене тимлĕх çителĕксĕр уйăрнăшăн хама айăплă туятăп. Халĕ пулсан çĕршыв-хула тăрăх курса çÿрĕттĕм. Çул çÿрев тавра курăма анлăлатать, çемьене çывăхлатать. Унчченхи йăнăша шута илсе кĕçĕннипе вăхăта ытларах ирттерме тăрăшатăп. Кирек камăн та çемье малти вырăнта пулмалла.

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА калаçнă. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.