Çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатас тесе нумай ĕç пурнăçланă, çапах ĕçлемелли тата нумай-ха: ÿсĕм çулĕн вĕçĕ çук вĕт. Шăпах çак шухăш тĕпре пулчĕ Шупашкар районĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2017 çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетес, кăçалхи тĕллевсене палăртас енĕпе иртнĕ анлă канашлура.
Муркаш районĕнче пĕр-пĕринпе ăмăртса тенĕн пыл хурчĕ ĕрчетеççĕ. Юлашки вăхăтра уйрăм çынсем те вĕлле йышне ÿстерсех пыраççĕ. Хальхи вăхăтра районта 250 утарçă. Пурĕ пĕрле вара 2200 пыл хурчĕн çемйи шутланать.
Пĕррехинче кĕнеке-тетрадь хушшинче сарăхнă хут татăкĕ асăрхарăм. Тинкеререх пăхрăм та тĕлĕнтĕм: Валя аппа çырăвĕ иккен. Ăна вăл тахçанах çырса хатĕрленĕ. Унпа вулакана та паллаштарас кăмăл çуралчĕ:
«Вăрçă пуçланнă чух эпĕ 12 çулта пулнă, 6-мĕш класс пĕтерсе 7-мĕшне куçнăччĕ.
Андрей Иванович Михайлов журналист-тавра пĕлÿçĕ «Тăван ялăм Хачăк, вăлах Ямпах » ятпа 2010 çулта кăларнă кĕнекере çапла йĕркесем пур: «Георгий Филиппович Мольков — Хачăк ялĕнче çуралса ÿснĕ пĕрремĕш орденоносец.
Муркаш районĕнчи Ваçкассинчи Гельмас Иванов 1934 çулта çуралнă. Пурнăç урапи пĕр чарăнмасăр малалла шăвать. Сисмесĕрех Кĕлик мучи 84 çула çитрĕ. Мăшăрĕпе Галина Ионовнăпа 9 ача çуратса ÿстернĕ. Шел, кĕçĕн ывăлĕн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. Пурнăçран 12 çул каяллах уйрăлчĕ. Хальхи вăхăтра Ивановсен сакăр ывăлĕ-хĕрĕсĕр пуçне вунă мăнукпа сакăр кĕçĕн мăнук.
Нарăс уйăхĕн 6-7-мĕшĕсенче Мускавра «Бизнес ăнăçу» Наци премийĕн финалĕ иртет.
Унта Муркаш районĕн делегацийĕ «Предпринимательлĕхе пулăшассипе тата инвестици климатне лайăхлатассипе чи лайăх муниципалитет практики» номинацие хутшăнать.
Конкурса Пĕтĕм Раççейри «Бизнес территорийĕ — пурнăç территорийĕ» форум вăхăтĕнче йĕркелеççĕ. Презентаци нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче Предпринимателĕн тĕп çуртĕнче иртет. Муниципалитет чысне Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев хÿтĕлĕ.
Комсомольскинче Патăрьел, Елчĕк, Комсомольски районĕсен ертÿçисем, сĕт пуçтаракансемпе тирпейлекенсем «çавра сĕтел» хушшинче çивĕч ыйтăва — сутлăх сĕт хакне, пахалăхне — сÿтсе яврĕç. Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хутшăнчĕ.