Яланах малтисен шутĕнче пулма ăнтăлмалла

14 Фев, 2018

Çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатас тесе нумай ĕç пурнăçланă, çапах ĕçлемелли тата нумай-ха: ÿсĕм çулĕн вĕçĕ çук вĕт. Шăпах çак шухăш тĕпре пулчĕ Шупашкар районĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2017 çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетес, кăçалхи тĕллевсене палăртас енĕпе иртнĕ анлă канашлура.

Тĕлпулу кăмăллă самантран пуçланчĕ: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев агропромышленноç комплексĕнче пысăк çитĕнÿ тунă çынсене — патшалăх наградисем, пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ çамрăксене Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнине ĕнентерекен свидетельство парса чысларĕ.

Канашлăва уçнă май Михаил Игнатьев районсенче йĕркелекен çакнашкал тĕлпулусем вырăнта пурăнакансен шухăш-кăмăлне лайăхрах пĕлме пулăшнине палăртрĕ, «Çынсем хăйсен ыйтăвĕсене хăвăртрах татса парасса, влаç органĕсем васкавлă та тухăçлă йышăнусем тăвасса кĕтеççĕ», — терĕ. Республика Пуçлăхĕ Чăваш Ен федераци центрĕпе лайăх хутшăнусем йĕркеленĕрен тата укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курнăран регион бюджетне кĕрекен нухратăн калăпăшĕ кăçал 9% яхăн ÿснине пĕлтерчĕ.

Иртнĕ çул кăтартăвĕсемпе Шупашкар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев паллаштарчĕ. «Пирĕн тĕп тĕллев — района аталантармашкăн условисем туса хурасси, социаллă тытăмри ыйтусене татса парасси, халăх пурнăçĕн шайне лайăхлатасси», — терĕ вăл. Çак тĕллевсене тĕпе хурсах ĕнтĕ пĕлтĕр районта инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕ, çĕнĕ производствăсем уçса ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ. Пĕчĕк тата вăтам бизнес предприятийĕсен шучĕ 2% ÿснĕ. Çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕр хута янă, патшалăх программисемпе килĕшÿллĕн граждансен тĕрлĕ категорине хваттерпе тивĕçтернĕ. Автомобиль çулĕсене, картишсен территорийĕсене юсанă, парковка вырăнĕсем тунă. Ял хуçалăхĕнчи кăтартусене лайăхлатма май килнĕ. Пĕлтĕр икĕ ялта çĕнĕ ФАПсем халăха йышăнма тытăннă. Райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан палăртнă тăрăх — вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн, социаллă сферăсенче, культура тата спорт тытăмĕсенче те савăнтаракан кăтарту сахал мар. Владимир Димитриев Раççей Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕнчи указĕсене тĕпе хурса бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен ĕç укçине планпа килĕшÿллĕн ÿстерсе пынине пĕлтерчĕ. 2017 çулта Шупашкар районĕнче вырăнти инфратытăма халăх пуçарăвĕсене тĕпе хурса аталантармалли 7 проекта пурнăçа кĕртнĕ. Кăçал ку программăна 13 ял тăрăхĕ хутшăнма кăмăл тунă. Çапах «çакă сахалрах» тесе палăртрĕ регион Пуçлăхĕ. Вăл кунашкал проектсене ял тăрăхĕсен пурин те кашни çулах хутшăнма тăрăшмаллине каларĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕç укçин шайне ÿстермеллине, ку енĕпе Шупашкар районĕ муниципалитетсен хушшинче 15-мĕш вырăнта пулнине палăртрĕ. «Унсăрăн çамрăксене хула çумĕнчи ялсенче те хăварма май çук», — терĕ Михаил Игнатьев. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.