Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси ялĕнче пурăнакан Алексей Арсентьевичпа Регина Александровна Павловсемпе паллашсан «Çÿпçи май хупăлчи» каларăш шăпах вĕсем çинчен пынăн туйăнчĕ. Пĕр-пĕрне куçран пăхсах лайăх ăнланакан мăшăр, хăйсем темиçе çул каяллах тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитнине пăхмасăрах, турат çине ларса канма пĕлмен шăнкăрчсем евĕр пĕтĕм ĕçе чупса тенĕ пек пурнăçлаççĕ. Тĕл пулмасăр пултарайман
Шкулта вĕреннĕ вăхăтра ĕç урокне Егор Алексеевич Дмитриев ертсе пыратчĕ. Вăл пире мăлатук, кĕрепле шăлĕ, пуртă аври тата ыт.те ăсталама вĕрентетчĕ. Сăн ÿкерчĕкре Егор Алексеевич пире, 7-мĕш класра вĕренекен хĕрачасене, йывăç савапа ĕçлеме хăнăхтарать. Чăн та, вăл вĕрентни мана пурнăçра питĕ кирлĕ пулчĕ. Эпĕ нихăçан та арçын, хĕрарăм ĕçĕсене уйăрса тăман: вите урайне те пĕчченех сарнă, карта-хÿме те юсанă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Вĕренĕве аталантармалли çĕнĕ майсен фончĕ» ФПАУн генеральнăй директорĕн заместителĕпе Антон Тимкинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.
Тĕлпулура хушма вĕренÿ сферинче федерацин çĕнĕ проекчĕсене пурнăçа кĕртме Чăваш Ене те явăçтарассине сÿтсе явнă. Калаçăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — финанс министрĕ Светлана Енилина, вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăннă.
Ăмăрту тĕллевĕ — паха опыта сарасси тата выльăх ĕрчетекенĕн ят-сумне çĕклесси, професси шайне ÿстересси. Конкурса чи пултаруллă специалистсем, районсенчи çĕнтерÿçĕсем пуçтарăнчĕç. Савăнăçлă уява уçнă май иртнĕ çулхи конкурс çĕнтерÿçи Валентина Подгорова /Шупашкар районĕ, «Атлашевский» ЯХК/ Чăваш Республикин ялавне çĕклерĕ.
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Председателĕн Дмитрий Медведевăн регионти общество йышăну пÿлĕмĕнчи тĕлпулăва\партин регионти уйрăмĕн секретарĕн заместителĕ, йышăну пÿлĕмĕн регионти ертÿçи
Людмила Филиппова Вăрнар районĕнчи Туçи Çармăсра йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине вĕренме кĕнĕ. Библиотекарь специальноçне илсен Канаш районĕнчи Шуркасси салинчи вулавăшра ĕçлеме пуçланă.
Вăрнар районĕнчи «Мураты» машина-трактор паркĕнче техника умĕнче кĕпĕрленсе тăнă механизаторсен хушшинче çамрăка тÿрех асăрхарăм. Каччă ыттисем каланине тăрăшсах итлет, ăса хывать. Чăхăмланă техникăна вĕсемпе пĕрле «чун кĕртме» пулăшать.