- Чăвашла верси
- Русская версия
Ялтах пурăнма лайăх
Вăрнар районĕнчи «Мураты» машина-трактор паркĕнче техника умĕнче кĕпĕрленсе тăнă механизаторсен хушшинче çамрăка тÿрех асăрхарăм. Каччă ыттисем каланине тăрăшсах итлет, ăса хывать. Чăхăмланă техникăна вĕсемпе пĕрле «чун кĕртме» пулăшать.
Мăн Явăшри Владислав Гурьев тăван тăрăха практикăна килнĕ-мĕн. Вăл Канашри строительство техникумĕнче каменщик-сварщика вĕренет. «Хуçалăха практикăна сварщика вырнаçрăм. Пĕр уйăх сисĕнмесĕр иртрĕ. Кунти хăватлă техникăпа паллашрăм, вĕсемпе усă курма хăнăхрăм. Техникăна йĕркеллĕ пĕлмесен юсама йывăр. Вĕренсе тухсан тăван тăрăха таврăнасшăн. Эпĕ ялта кирлĕ специальноçа суйласа илтĕм. Кайран механизатора та вĕренес шухăш пур. Мана ял пурнăçĕ килĕшет: ирĕклĕ, чуна та лăпкă. Пурте хулана тарсан кунта кам юлĕ?» — ăнлантарчĕ каччă. «Ялта кичем мар-и? Пĕрле хутшăнма çамрăксем пур-и?» — ыйтрăм унран.
«Ялта тунсăхлама, алă усса ларма вăхăт çук. Çу кунĕсенче пушшех те. Хушма хуçалăхра 10 гектар ытла çĕр пур, выльăх-чĕрлĕх те йышлă. Халĕ килте атте-аннене пулăшатăп. Ялта яш-кĕрĕм сахалрах çав, нумайăшĕ хулара ĕçлесе пурăнать, вĕренет. Çапах çулла пурте тенĕн тăван тăрăха пуçтарăнаççĕ, урам ача-пăчапа, çамрăксемпе тулать», — терĕ Владислав. «Фермер хуçалăхне йĕркелеме палăртмастăр-и?» — тĕпчетĕп ăна. Малалла вулас...
Комментировать