Архив - 5 Сен, 2018 - Хресчен сасси
Шурсухалтан тĕслĕх илмелле
Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Арапуçĕнче пурăнакан Николай Михайлович Селиванова чылайранпа çывăх пĕлетĕп. Ертÿçĕ ĕç стажне çырма вăл Аслă Арапуçĕнчи «Сельхозтехника» уйрăмĕнче пуçланă: гараж заведующийĕ, колонна пуçлăхĕ пулнă. Автотранспорт предприятийĕ туса хурсан тĕп инженер, директор должноçĕсене йышăннă. 1992 çулта ăна район центрне куçарчĕç. Кунта вăл ДРСУ тилхепине ултă çул тытрĕ. Тивĕçлĕ канăва вара автостанци пуçлăхĕнчен тухрĕ. Ĕнтĕ пĕлменни юлман та темелле пек.
Шалăва епле пысăклатмалла?
Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне хресчен-фермер хуçалăхĕсем тивĕçлĕ тÿпе хывма пултарасса муниципалитет йĕркеленĕвĕн ертÿлĕхĕ çирĕп шаннине, вĕсемпе çыхăнăва çирĕплетсе пынине черетлĕ çул çÿревре те асăрхарăм.
«Экзамен тытнăн туйрăм...»
Çуллан юлашки кунĕсенче Киров облаçĕнче мăйракаллă шултра выльăха искусствăллă майпа пĕтĕлентерекен операторсен Пĕтĕм Раççейри XV конкурсĕ иртнĕ. Çавăнтах зоотехник-селекционерсем те вăй виçнĕ, профессири чи-чи ăста специалиста палăртнă. Чăваш Ен чысне унта Шупашкар районĕнчи «Атлашевский» СХК пĕрлешĕвĕн тата Тăвай районĕнчи «Акконд-Агро» фирмăн ĕçченĕсем Елена Николаевăпа Галина Павлова хÿтĕленĕ.
Йăх тăсăлать
«Хресчен сасси» хаçатăн 30-мĕш номерĕнче пичетленнĕ «Яш ĕмĕр иккĕ килмест» материал шухăша ячĕ. Кивĕ сăн ÿкерчĕксене пухса иртнĕ кун-çула куç умне кăларма тăрăшать Анатолий Максимов.
Хăй аран çÿрет пулсан та пулни-иртнипе кăсăкланать. Паллах, пĕлĕшсен шăпи çинчен пирĕн те пĕлес килет. Сăмахран, вĕсен çамрăклăхĕ епле иртнĕ? Кивĕ сăн ÿкерчĕксен «кун-çулне» сăнласа панăшăн Анатолий Максимова тав тăватпăр эпир.