Шурсухалтан тĕслĕх илмелле

5 Сен, 2018

Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Арапуçĕнче пурăнакан Николай Михайлович Селиванова чылайранпа çывăх пĕлетĕп. Ертÿçĕ ĕç стажне çырма вăл Аслă Арапуçĕнчи «Сельхозтехника» уйрăмĕнче пуçланă: гараж заведующийĕ, колонна пуçлăхĕ пулнă. Автотранспорт предприятийĕ туса хурсан тĕп инженер, директор должноçĕсене йышăннă. 1992 çулта ăна район центрне куçарчĕç. Кунта вăл ДРСУ тилхепине ултă çул тытрĕ. Тивĕçлĕ канăва вара автостанци пуçлăхĕнчен тухрĕ. Ĕнтĕ пĕлменни юлман та темелле пек. Анчах кашни тĕл пулмассерен çĕнĕрен те çĕннине пĕлетĕп, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕп унран.

Ĕмĕрĕпе çемçе пукан çинче кăна ларман вăл. Кÿршĕри Именкасси ялĕнчи шкула çÿресе çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн 17 çул та тултарман каччă пĕр хăрамасăр аякри Казахстана, вĕçĕ-хĕррисĕр сарăлса выртакан çеçен хирсенче çĕнĕ çĕр уçакан яш-кĕрĕме пулăшма тухса каять. Малтан Çурçĕр Казахстан облаçĕнче ял хуçалăх механизаци училищинче вĕренет, унтан хай-хискер тракторист правине ВЛКСМ путевкипе пĕрле кăкăр кĕсйине чиксе усă памасăр выртакан хирсене сухалама тытăнать. Хĕлле кунтах вĕренсе тепĕр професси илет те груз турттаракан автомашина рулĕ умне ларать. Целинаранах ăна çара илсе каяççĕ. Çемьеллĕ пулсан водительте ĕçлекен ял ачи Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне кăнтăрлахи уйрăма кайса кĕни, ăна ыттисенчен маларах, экстерн майпа пĕтерни, кайран тата Шупашкарта ял хуçалăх институтĕнче куçăн мар майпа пĕлÿ пухса механизаци уйрăмĕнче инженер дипломне илме пултарни вăл тепĕр паттăрлăх!
Виçĕм çул август вĕçĕнче Патăрьелĕнчи бизнес-инкубатора кĕме тÿр килнĕччĕ. Кунта ларусен залĕнче хурт- хăмăрçăсен канашлăвĕ пырать иккен. Республикăн кăнтăр пайĕнче вырнаçнă пилĕк район утарçисем пуçтарăннă. Зал туллиех. Маттур ăстасене наградăсем параççĕ. Ак хайхискер, Кĕçĕн Арапуç чăвашне Николай Селиванова та чĕнчĕç. Хăлхана чанках тăратрăм. 2016 çулта ирттернĕ пыл конкурсĕнче çакскер Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ылтăн хурт ăстисен хушшинче хăйĕн пылĕн пахалăхĕпе пĕрремĕш вырăна тухнă-мĕн. Маттура çакна çирĕплетекен диплом тата хаклă парне пачĕç.
Тата тепĕр пултарулăхĕ çинчен те асăнмасăр иртейместĕп. Ĕненмелле те мар пек... Николай Михайлович купăсçă та. Икĕ пиччĕшĕпе пĕр шăллĕ музыка хатĕрĕсене хăш енчен тытмаллине те пĕлмен пулсан, Селивановсен çемйинчи виççĕмĕш ывăл çамрăкранах купăс каланă. «Çамрăк мăшăрсем пĕрлешнĕ чухне туя е çăнăхтана вăйăçа çÿренĕ. Çĕнĕ юрă илтсенех астуса юлатăп. Купăс тытсан вара пÿрнесем хăйсемех çав кĕвве кăлараççĕ»,— йăл кулать Николай Михайлович.
...Тава тивĕçлĕ канăва тухсан та хастара килте диван сыхласа ларма çăмăл пулман. Ансатрах пĕр-пĕр ĕçе пуçăнас шухăш пĕрре кăна мар пуçа кĕнĕ. Ара, сывлăх тени аванах темелле. Вăй-хал та чакман-ха. Пĕррехинче вăл тем ыйтупа Патăрьелне килсен страховани пĕр компанийĕ тĕлне пырса тухать. Ку учрежденинче агента вырнаçма та май пур иккен.
— Тĕлĕнмелле пек те, пуçлăх хапăлласах йышăнчĕ,— аса илет ман пĕлĕш.— Малтан вăл компанин кун-çулĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Кăмăллă калаçакан хĕрарăм çав самантрах ĕçе кĕме хут çыртарчĕ. Çапла эпĕ пĕр шухăшламан çĕртен пÿлĕмрен кунти коллективăн пĕр членĕ пулса тухрăм. Çак çула суйласа илнишĕн паян кун та нимĕн чухлĕ ÿкĕнместĕп.
Ăна таçта та тĕл пулма май пур — Патăрьел районĕнче те, кÿршĕллĕ Шăмăршă тăрăхĕнче те, Каçалпа Елчĕк енре те. Республикăн ытти ялĕпе хулинче те страхланакансем тупăнаççĕ уншăн. Вăрттăнлăх кунта çук — хăйне ятран пĕлекен темĕн чухлĕ. Çĕнĕ çулташсем те пайтах. Нумай чухне ял çынни çурт-йĕрпе хуралтăсене пушартан, çил-тăвăл аркатнинчен, аçа çапнинчен, çуркунне е кĕркунне шыв-шур илнинчен сыхлама тăрăшать. Паллах ĕнтĕ, выльăх-чĕрлĕх пирки те шухăшлать. Малалла вулас...

Николай ЛАРИОНОВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.