Архив - 2 Июл, 2014 - Хресчен сасси
Кун-çулĕ ахаль иртмен
Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчех пирĕн тăрăхра арпус çитĕнтернĕ. Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕнче пахча çимĕç бригади йĕркеленĕ. Ăна кÿршĕ ялти Енĕш Нăрвашри Тимофей Васильев ертсе пынă. Кăнтăр çимĕçĕсĕр пуçне ытти пахча çимĕç те ÿстернĕ ĕçченсем. Симĕс арчари хĕрлĕ тавар самай пысăк ÿснине пĕлтерет Михаил Яковлев.
Мунчала Пети çыхать, арлать, купалать...
"Йывăç хапхана улăштарасчĕ. Кама чĕнмелле-ши ĕç тума?" – текен ыйтупа пуç ватмаççĕ Канаш районĕнчи Вăрăмпуçсем. Кил хуçалăхĕнче кăмака е хулари пек камин купаламалла пулсан та çаплах. Тÿрех ял вĕçĕнче уй хĕрринче пурăнакан Мунчала Пети патне çул тытаççĕ. Унăн кил-çурчĕ тĕп урамран инçетерех пулсан та шыраса хăшкăлмастăн.