Комментировать

2 Июл, 2014

Кун-çулĕ ахаль иртмен

Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчех пирĕн тăрăхра арпус çитĕнтернĕ. Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕнче пахча çимĕç бригади йĕркеленĕ. Ăна кÿршĕ ялти Енĕш Нăрвашри Тимофей Васильев ертсе пынă. Кăнтăр çимĕçĕсĕр пуçне ытти пахча çимĕç те ÿстернĕ ĕçченсем. Симĕс арчари хĕрлĕ тавар самай пысăк ÿснине пĕлтерет Михаил Яковлев. Каярахпа хăй те çак ĕçпе аппаланнă. Иçĕм çырли çитĕнтерес тĕлĕшпе çеç 40 çул тăрăшнă.

Ăста пахчаçă

Михаил Яковлевич тăхăр теçеткене çывхарса пырать пулсан та сывлăхпа та, ăс-тăнпа та çирĕп. Хăй вăхăтĕнче унăн пахчинче мĕн кăна пулман! Тĕрлĕ улма-çырла, пахча çимĕç, эмел курăкĕ ÿстернĕ вăл. Чечек те кăмăллать арçын. Ют тăрăха канма кайсан чечек хунавне илсе килнисем те пулнă. Сăмахран, Железноводскран илсе килнĕ «хĕрарăм телейĕ» кил хуçине паян та савăнтарать. Пÿлĕмре лимон та çитĕнтерет. Ку ĕçпе те чылай çул аппаланать.

Тăрмăшра çуралса ÿснĕскер Канашри педагогика училищинче вĕреннĕ. Каярахпа Патăрьелĕнчи педучилищĕре, Канаш районĕнчи Мăкăр ялĕнче вăй хунă. Пурнăçĕн ытларах пайĕ вара Канашри педагогика училищинче иртнĕ. «Эпĕ ăçта ĕçленĕ – çавăнта йывăç лартнă. Паян вĕсем пурте тÿпенелле кармашаççĕ. Акă хам пурăнакан çуртăн картишĕнчи хурăнсем, училище таврашĕнчи çăкасем çине пăхатăп та савăнатăп, иртнĕ кун-çула аса илетĕп».

Пĕрле ĕçленĕ Рюрик Викторов биолога ырăпа асăнать вăл. Рюрик Иванович пĕлмен тĕм-йывăç, курăк, вĕçен кайăк пулман. Вăл лартнă каштан халĕ те çулсеренех чечеке ларать.

Улмуççи сыпас енĕпе те ăста Михаил Яковлевич. Вĕренекенĕпе Геннадий Мельниковпа кăçал та чылай йывăç сыпнă вĕсем. Вăрăран çитĕннĕскерсем аванах чĕрĕлнĕ. Малашне тутлă çимĕç парасси куç кĕретех. Сăмах май, Геннадий Михайлович та ăста пахчаçă. Вĕрентекенĕнчен чылай ыррине илнĕ. Иçĕм çырлипе кăсăкланасси те унран пуçланнă. Ватă çынна паян хăй пулăшать. Вĕсен пĕрле канашламалли тупăнсах тăрать.

Михаил Яковлевичăн ывăлĕпе хĕрĕ Мускавра ĕçлесе пурăнаççĕ, мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Хăй те çамрăк мар. Çапах та пахчине каймасăр чунĕ чăтмасть унăн. Вăрçă ветеранĕ кунта вăй-хал пухать, канать.

 

«Çÿрекен энциклопеди»

Вăрçă çинчен калаçма кăмăлламасть вăл. «Эпĕ хам пĕччен нимĕнле паттăрлăх та кăтартман, – тет сăпайлăн. – Йышпа çапăçнă. Ача чухне масар çывăхне пыма шикленеттĕм. Вăрçăра вара кашни кун вилĕмпе юнашар утнă. Çумри юлташа çухатма çăмăл пулман. Чăвашсем ротăра виççĕн-тăваттăнччĕ. Халĕ эпĕ çеç сывă».

Михаил Яковлевич вăрçа Ленинград облаçĕнчи Ижоры станци çывăхĕнче кĕнĕ. Автоматчик пулса çапăçнă. «Çĕнтерÿ кунне ас тăватăн-и?» – ыйтрăм кăсăкланса. «Çак куна епле манăн, – пулчĕ хурав. – Эпир Кенигсберга çитеймерĕмĕр. Савăннипе пĕтĕм патрона персе пĕтертĕмĕр».

Хăй ырă-сывă таврăннă, анчах икĕ пиччĕшĕ вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех выртса юлнă. Аслă пиччĕшĕ, Александр, вилни çинчен калакан хут яла чи малтан çитнĕ. Вăрçа хутшăнакансенчен те пĕрремĕш пулнă вăл. 1941-мĕш çулхи çурла уйăхĕнче вилнĕ.

Иртнĕ кун-çулне куççульсĕр аса илеймест ватă. Ашшĕ-амăшĕнчен 15 çултах тăлăха юлнăскер чылай хура-шур курнă. Çавăнпа та ачаранах пурнăçа хаклама вĕреннĕ. Студентсене те ырра усалтан уйăрма вĕрентнĕ. Михаил Яковлевич вунă çула яхăн педучилище çумĕнче йĕркеленĕ база шкулĕн директорĕнче вăй хунă. Çавăн пекех вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Халĕ те училищĕсĕр пурăнаймасть, унта час-часах çÿрет. Студентсемпе, вĕрентекенсемпе курса калаçать. Вĕренекенĕсем те манмаççĕ ăна, тĕл пулу каçĕсене чĕнеççĕ.

Училище çумĕнче музей йĕркелес ĕç пырать халĕ. Ку тĕлĕшпе Михаил Яковлев педагогика коллективне чылай пулăшать. Унсăр пуçне çак вĕренÿ заведенийĕ çинчен кĕнеке кăларма хатĕрленеççĕ. Вăл – унăн авторĕсенчен пĕри. Мĕншĕн тесен училище кун-çулне унран лайăх пĕлекен çук. Ахальтен мар ăна ĕçтешĕсем «çÿрекен энциклопеди» тесе хаклаççĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.