Архив - 24 Окт, 2014 - Хресчен сасси
«Хресчен сасси - Кил» 83 № (2495)
«Инкекре пăрахмастпăр»
Эрне каялла пăрлă çумăрпа йĕпе юр çуса йывăçсене, электролиние пăрлантарчĕ. Йывăрăша чăтаймасăр йывăçсем хуçăла-хуçăла анчĕç, çутă юписем т.нчĕç, пралуксем татăлчĕç. Уйрăмах Муркаш, Элĕк, Сĕнтĕрвăрри, Вăрнар, Куславкка, Красноармейски, Етĕрне, Шупашкар, Вăрмар, Çĕрп., Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле районĕсем шар курчĕç. Ялсем, шкулсем, ача сачĕсем, фермăсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем, çуртсем çутăсăр тăрса юлчĕç. Республикăра чрезвычайлă лару-тăру йĕркеленчĕ.
Шур çырли - хĕрарăм çырли
Шăк хăмпи шыççи (цистит) мĕнлерех нушалантарнине çав инкеке т.ссе курни çеç ăнланать пулĕ. Кăшт шăнсанах чир тепĕр хут таврăнать.
Чирпе халтан кайнă хыççăн пĕр лайăх тухтăр патне лекрĕм. Питĕ ыратнине эмелсемпе ирттернĕ хыççăн вăл шур çырлипе сипленме сĕнчĕ. Рецепчĕ çапла:
1 стакан чухлĕ çырла çумалла, блендера ярса çавăрттармалла. Эрне сипленмелĕх çăра хутăш пулĕ. Ăна холодильникра упрамалла. Ирпе-каçпа пĕр стакан ăшă шыва 1 чей кашăкĕ ярса ĕçмелле. Шур çырли шăк хăваланине шута илмелле, çавăнпа ăна çула тухас умĕн ĕçмелле мар.