Архив - 24 Окт, 2014 - Çамрăксен хаçачĕ
«Çамрăксен хаçачĕ » 43 (6032) №. 24.10.2014
Йывăç-курăка та, этеме те шар кăтартрĕ синкер
Чăваш юрăçи - çар оркестрĕнче
Юлашки вăхăтра концертсенче "Хурăнташ" ушкăна асăрхамастăп. Вĕсем юрланине питĕ кăмăллатăп. Денис Антиповăн чуна тыткăнлакан сасси уйрăмах килĕшет. Тархасшăн, çырса пĕлтерĕр: çамрăк юрăç эстрадăран кайман-ши? Çавнашкал сас-хура та илтрĕм. Ĕненес килмест. Манăн шухăшпа, пурăна киле унăн ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕн ятне тивĕçмелле.
Валентина СТЕПАНОВА, Муркаш районĕ.