Архив - 2020 - Хыпар

март 24th

24 Мар, 2020

Роза ЛИЗАКОВА: Халăхăн пуян культурине упраса малалла ăнтăлмалла

Ыран — Культура ĕçченĕсен професси уявĕ. Чăваш Енре çак куна театрсенче, музейсенче, библиотекăсенче, литература каçалăкĕнче, ялти клубсемпе кану çурчĕсенче тата ытти вырăнта вăй хуракансем — пурĕ 3393 çын — паллă тăвĕç.

24 Мар, 2020

Паян пурăнакансен тивĕçĕ

Паян вăйра тăракан Конституцие йышăннăранпа чĕрĕк ĕмĕр ытла иртнĕ. Пурнăç малаллах шăвать, лару-тăру улшăнсах тăрать. Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче вуланă Çырăвĕнче çĕршывăн Тĕп Саккунне улшăнусем кĕртмелли пирки каланăччĕ. <...>

24 Мар, 2020

Тăпра кушăхма тытăннă

Юртан тасалса хĕл ыйхинчен вăранакан уй- хир ытти çулхинчен чылай маларах кушăхма тытăнни хресчене хытах шухăшлаттарать, çуракине яланхи пекех тĕплĕн хатĕрленсе пысăк пахалăхпа ирттерес ĕçе хăвăртлатма хистет.

24 Мар, 2020

Заповедника упраса хăварасчĕ

Чăваш Енĕн хальхи территорийĕ 130 миллион çул каялла тинĕс тĕпĕнче выртнă. Çакна федерацин çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан «Присурский» заповедникăн визит-центрĕнче упранакан шывра пурăннă плезиозаврăн чулланса ларнă шăмми çирĕплетет. Ăна заповедникăн Улатăр лаптăкĕнче тупнă.

март 23rd

март 20th

20 Мар, 2020

Михаил КОНДРАТЬЕВ: Кирлĕ чухне ыттисене пулăшма пултаратăп

Михаил Кондратьева пирĕн республикăпа Раççейре çеç мар, ют çĕршывсенче те пĕлеççĕ. Ăслă-тăнлă та анлă тавра курăмлăскерпе унăн кун-çулне тишкертĕмĕр, чун ыратăвĕ пирки калаçрăмăр.

20 Мар, 2020

Хаксен диспаритечĕ аграрисене вăйлă аталанма памасть

Петр Николаевич Никифоров Патăрьел районĕнчи «Красное знамя» ял хуçалăх производство кооперативне çирĕм тăххăрмĕш çул ертсе пырать. Тилхепене çатăрласа чĕрĕк ĕмĕр ытла тытма вăй, çирĕплĕх, чăтăмлăх, ытти пахалăх мĕнле çитернĕ?

Страницы