Михаил КОНДРАТЬЕВ: Кирлĕ чухне ыттисене пулăшма пултаратăп
Михаил Кондратьева пирĕн республикăпа Раççейре çеç мар, ют çĕршывсенче те пĕлеççĕ. Ăслă-тăнлă та анлă тавра курăмлăскерпе унăн кун-çулне тишкертĕмĕр, чун ыратăвĕ пирки калаçрăмăр.
КĔСКЕН
Михаил Кондратьев 1948 çулхи çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Владивосток хулинче çуралнă. Шупашкарти музыка училищинче, Хусанти патшалăх консерваторийĕнче вĕреннĕ. 1972 çултанпа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçлет. СССР Композиторсен союзĕн членĕ. 1984 çулта Ленинградри Н.А.Римский-Корсаков ячĕллĕ консерваторире искусствоведени кандидачĕн ятне хÿтĕленĕ, 1995 çулта – Мускаври искусство пĕлĕвĕн патшалăх институтĕнче доктор диссертацине. Искусствоведени докторĕ, профессор. Тĕпчевçĕ нумай ĕç çырнă, кĕнекесем пичетленĕ. Чăваш халăх музыка искусствин теорине вĕрентес ĕçе никĕсленĕ.
– Михаил Григорьевич, эсир – искусствоведени докторĕ, профессор. Хăвăрпа пĕр шайра калаçмалли çынна тупма йывăр мар-и?
– Йывăр мар. Эпĕ музыкăна тишкеретĕп. Вăл питĕ кăсăклă. Каласа кăтартма тытăнсан специалист мар çынсем те кăмăлтан ăша хываççĕ. Чăвашра эпĕ пĕрремĕш музыкçă мар вĕт. Манччен Юрий Илюхин пулнă. Унччен – Федор Павлов, Степан Максимов. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Мускавра музыка ăслăлăхĕн институчĕ, Ленинградра /халĕ – Санкт- Петербургра/ ÿнер историйĕн институчĕ уçăлнă. Федор Павлов пысăк хуласенче ятарлă аслă шкулсем пурнăçланă ĕçе пĕччен тума пултарнă. Халĕ манăн вĕренекенĕмсем те пур. Искусствоведени кандидачĕ Любовь Бушуева музыка шкулĕсенче вĕрентмешкĕн учебник кăларчĕ. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче проректорта тăрăшакан Светлана Ильина – искусствоведени кандидачĕ. Светлана Макарова, Александр Осипов /вăл истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ/ пур пирĕн.
– П.И.Чайковский ячĕллĕ Мускаври консерватори профессорĕ Валентина Холопова сирĕн пирки Раççейри ертсе пыракан ученăйсенчен пĕри тесе каланă. Эсир унпа килĕшетĕр-и?
– Унпа тавлашаймăп. Вăл Мускаври пысăк шайри музыковедсенчен пĕри, 80 çул урлă каçнăскер. Холопова мана хăйĕн кĕнекисене сахал мар парнеленĕ, эпĕ ăна – хамăнне. Кандидат, каярах доктор диссертацийĕсене хÿтĕленĕ чухне вăл манăн оппонент тата рецензент пулнă. Тепĕр майлă каласан, ĕçĕмсене пĕлет. Аслă шкулсем валли музыка теорийĕпе вăл хатĕрленĕ вĕренÿ кĕнекине манăн тĕпчевĕме кĕртнĕччĕ.
– Сире çĕршыв тулашĕнче те пĕлеççĕ…
– Хăй вăхăтĕнче Венгри ученăйĕсемпе туслă ĕçленĕ. Вĕсемпе музыка училищинче вĕреннĕ чухне пуçласа паллашнă. Кайран Будапешта специалист евĕр кайма тÿр килнĕ. Болгарире чăваш музыкипе кăсăкланнă май унта та пулнă эпĕ. Манăн хушамата Германири, Киеври журналсенче асăннă.
– Чăваш юрри-çеммине 50 çула яхăн, 1972 çултанпа, тĕпченĕ май халăхăмăрăн философине аван ăнланатăр. Ытла та хурлăхлă юрланă чăваш…
– Чăваш юрри, чăн та, хăйне евĕр. Сюжечĕпе те, сăнарлăхĕпе те. Чăваш юрри философиллĕ пулнине çирĕплетсе пама тиврĕ. Авалтан килнĕ çак пуянлăха пирĕн пек лайăх упраса хăварма пĕр халăх та пултарайман. Çавра юрăсене маларах вырăссен такмакĕ евĕр теме пăхнă. «Аки-сухи» такмак-и вара? Çавра юрăсем тăватă йĕркепех вĕçленнĕ шухăша палăртаççĕ.
Чăвашăн пурнăçĕ Раççей империйĕнче нушаллă пулнă. Пăлхав çĕклесрен хăраса ăна тата ытти хăш-пĕр халăха тимĕрçĕ ĕçĕпе те аппаланма чарнă.
«Урамăрсем вăрăм халь утмашкăн,
Хапхăрсем вырăсла уçмашкăн.
Пĕвĕр-сийĕр лайăх пăхмашкăн,
Вăтанатăп умăрта тăмашкăн».
Е тата
«Кантăк лартрăм çуттишĕн,
Ик хут лартрăм ăшшишĕн.
Анне çуратрĕ ырлăхшăн,
Турри çуратрĕ хурлăхшăн».
Чăваш шăпа пÿрнине ĕненнĕ. Аслисене, тăван-пĕтене сума сунине кăтартнă. Тата юрăсенче сăпайлăх сисĕнет. Тĕлĕнмелле тарăн шухăш пытаннă вĕсенче.
– Михаил Григорьевич, эсир Владивостокра çуралнă, Канашра ачалăхăрăн пĕр саманчĕ иртнĕ, унтан Шупашкара куçса килнĕ, Хусанта консерваторире вĕреннĕ. Çĕр çинчи чи çывăх вырăн ăçта?
– Консерватори хыççăн мана шăпа Инçет Хĕвел тухăçне тепре илсе çитернĕччĕ – Владивостокра салтакра пулнă. Шăп çавăн чухне вырăссен национализмне куртăм. Хам ăçтан тата кам пулнине каланăччĕ те… Хĕсмете Çĕмĕрле хулинчен лекнĕ тепĕр салтак, Володя Егоров, юрать, хÿтĕлерĕ.
Çапла, эпĕ Владивостокра çуралнă. Мĕншĕн тесен атте, Шупашкар районĕнчи Хачăкра çуралнăскер, строительство техникумĕ хыççăн направленипе тухса кайнă. 1939 çултанпа чукун çул çинче инженерта тăрăшнă. Аннепе, Украина хĕрĕпе, Инçет Хĕвел тухăçĕнче паллашнă, çемье çавăрнă. Атте виçĕ çул Китайра ĕçленĕ май эпĕ унта та пурăнса пăхнă. Кайран атте хăйне тăван тăрăха куçарма ыйтнă. 1955 çулта вăл Мордва Республикинче ĕçленĕ, унта эпĕ пĕрремĕш класа кайнă. 1956 çулта çемье Канаша куçнă. Шупашкара пурăнма килсен малтан пĕр шкулта, унтан, хваттер панă хыççăн, тепĕр шкулта вĕреннĕ. 8-мĕш класс хыççăн музыка училищине вĕренме кĕнĕ, кайран – Хусанти консерваторие. Ĕçленĕ чух та мана тĕрлĕ вырăнта пулма тивнĕ. Эпĕ – тĕнче çынни темелле. Çапах та Шупашкара питĕ юрататăп.
– 1990 çултанпа эсир Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче, Чăваш патшалăх университетĕнче, Хусанти патшалăх консерваторийĕнче ĕçлетĕр. Темиçе ĕçре тăрăшакансене хăш-пĕр ертÿçĕ кăмăлламасть…
– Ку çеç те мар. Новосибирскри консерваторире эпĕ – диссертаци канашĕн членĕ. Ĕпхÿре тухса тăракан «Проблемы музыкальной науки» пĕтĕм тĕнчери журналта – редколлеги членĕ. Хусанти консерватори мана лекци вулама чĕнсе илет. ЧППУра халĕ лекцисем çук. Унта манăн виçĕ аспирант. Вĕсем кунта хăйсем килеççĕ. ЧПУра шăматкунсерен лекци вулатăп. Унта – магистрсем. Сехетсене сахал илетĕп, вĕрентме вăй-хал нумай кирлĕ. Кунта, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче, ĕçлеме услови лайăх. Уйрăмах – шăматкунпа вырсарникун. Никам та çук. Шăплăх хуçаланать. Ачасем те, мăнуксем те ÿссе пĕтнĕ. Мăшăрпа иксĕмĕрех пурăнатпăр. Арăмăн хăйĕн ĕçĕ.
Темиçе çĕрте тăрăшатăн тесе пуçлăхсем кăмăлсăрланман, мĕншĕн тесен хамăн тĕп вырăнти тивĕçĕме туллин пурнăçланă.
– Хăвăрăн çак профессие суйласа илни мĕнпе çыхăннă? Аçăр- аннĕр музыкантсем пулман терĕр.
– Аттепе анне пире, аппапа Ларисăпа иксĕмĕре, музыкăпа туслаштарас тенĕ. Аппа музыка шкулĕнче фортепиано класĕнче вĕреннĕ, мана сĕрме купăс класне ярасшăнччĕ, анчах эпĕ çав инструмента юратман. Владивостокра пурăннă чухнех пирĕн килте пианино пурччĕ. Атте унпа вылятчĕ. Астунă тăрăх, ăна Мускавра туяннă. Мандолина, сĕрме купăс пулнă. Анне украин халăх юррисене хитре юрлатчĕ.
– Тепĕр специалистсем кашни ачан пултарулăх пур тесе çирĕплетеççĕ. Эсир вара епле шухăшлатăр: çынна Турă [теприсем çавна йăх-несĕл тейĕç] панă талант пур-ши е çине тăни пĕлтерĕшлĕ-ши?
– Ăс-тăн тата сывлăх енчен сывă кашни ача пултаруллă. Ăна е аталантарма, е пусарма пулать. Йăлтах аслисенчен килет. Пĕр вăхăтра эпĕ музыка шкулне пăрахас тесе шухăшланă. Унти пĕр преподаватель тăрăшмастăн тесе ÿпкеленĕччĕ те. Атте-анне çине тăнипе малалла вĕреннĕ.
– 2014 çулта пичетленнĕ «ЛИК» журналта эсир: «Аслă шкулсен дипломĕсем пур, анчах вĕсен хуçисене никĕс пĕлÿ çитмест», – тесе художество вĕрентĕвĕн пахалăхĕ пирки пăшăрханнăччĕ. Унтанпа вăхăт нумаях иртмен. Хаклавăр улшăнмарĕ-и?
– Çук. Вĕрентÿ тытăмĕнче формализм сисĕнет. Стандартсемпе ĕçленĕ май шалашĕ мар, тулашĕ мала тухать. Çав вăхăтрах çине тăрсан ĕçе тĕплĕн пурнăçлама пулать. Ун валли кăмăл тата тăрăшулăх кирлĕ. Вăл вара çитсех каймасть. Халĕ тулаш енсем: тава тивĕçлĕ ятсем, хисеплĕ профессор тенисем – мала тухса тăраççĕ.
– Хисеплĕ ятсемпе орден-медальсем юлашки çулсенче хăйсен сумне çухатрĕç…
– Чăн та, çапла. Эпĕ те вĕсемпе, тĕрлĕ ят-сума тивĕçнисемпе, пĕр ретре тăратăп. Паллах, чăннипех тивĕçлисем те пур-ха. Пултаруллисене, тăрăшуллисене чы-лай чухне е айккинелле сирсе хăвараççĕ, е курмăш тăваççĕ. Эп хам та ун пеккине тÿснĕ.
– Сирĕнпе калаçма питех те ансат. Ăслă та пултаруллă çынсем хăйсене мăн кăмăллă тытмаççĕ. Мĕншĕн çавăн пек-ши?
– Çÿллĕ шая çĕкленнисен ыттисемпе пĕр тан калаçас килет, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсем мĕне тăнине аван пĕлеççĕ. Музыкăна тĕпчес ĕçре хама çирĕп туятăп. Кирлĕ пулсан теприсене пулăшма пултаратăп. Уншăн манăн нимĕн те катăлмĕ. Тулли верси...
Вера ИВАНОВА (ЭВЕРККИ) калаçнă. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментировать