Заповедника упраса хăварасчĕ
Чăваш Енĕн хальхи территорийĕ 130 миллион çул каялла тинĕс тĕпĕнче выртнă. Çакна федерацин çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан «Присурский» заповедникăн визит-центрĕнче упранакан шывра пурăннă плезиозаврăн чулланса ларнă шăмми çирĕплетет. Ăна заповедникăн Улатăр лаптăкĕнче тупнă. Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть. Тинĕс пулнă çĕрте халĕ çынсем пурăнаççĕ, промышленноçпа ял хуçалăхне аталантараççĕ, çут çанталăк пуянлăхĕпе усă кураççĕ. Анчах вăл вĕçĕ-хĕррисĕр мар. Этем çут çанталăкпа килĕштерсе пурăнсан çеç экологи шайлашулăхне тивĕçтерессине шута илсе 100 çул каялла Раççейре çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан территорийĕсене йĕркелеме пуçланă. Çĕршывăн пĕтĕм лаптăкĕнче вĕсен тÿпи халĕ 14% танлашать. Федераци 25 çул каялла ятарлă хушу кăларса Улатăр районĕнчи 9025 гектар йышăнакан вăрманта «Присурский» заповедник туса хунă. 2000 çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче ăна икĕ çеçен хирпе пысăклатнă: Елчĕк районĕнче — 98,7, Патăрьел енче 27,6 га. Пирĕн штатра тăман корреспондент Альбина Любимова çут çанталăка сыхлас ĕçре еплерех çитĕнÿсем тунине пĕлес тĕллевпе заповедник директорĕпе Евгений ОСМЕЛКИНПА калаçнă.
— Евгений Витальевич, «заповедник» сăмах мĕне пĕлтерет?
— Çут çанталăкăн пĕтĕм тытăмне мĕнле пур çапла сыхласа упрамалли территори /акватори/ участокĕ. Унăн тĕллевĕ — биологин тĕрлĕ енне упраса хăварасси тата аталантарасси. <...>
— Ытти территорирен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ?
— Вĕсенче саккун хÿтĕлекен ÿсен-тăрана, улма-çырлана, мăйăра татма, курăк çулма, кĕтÿ кĕтме, автомашинăпа е сунарта çÿреме, тискер чĕр чуна вĕлерме, кăвайт чĕртме юрамасть. Ку вырăнсем — тĕрлĕ чĕр чунпа ÿсен-тăран çурчĕсем. <...> Тĕпчевçĕсем пирĕн заповедникра 25 çул хушшинче 700 ытла ÿсен-тăрана, çав шутра сайра тĕл пулаканнисене, Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнисене, илемлĕ чечек çураканнисене, шута илчĕç. Пăши, тилĕ, упа, мулкач, хăнтăр, сăвăр, пакша, вĕçен кайăк шучĕ самаях ÿсрĕ. Заповедникăн сыхлав зонинче — 80 ытла кÿлĕ. Вĕсенче Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ вырăс йăпарĕ ĕрчеме тытăнчĕ. Пирĕн хăтлăха çÿлевĕçсем каллех иленчĕç — вĕсене ĕрчеме условисем лайăх. Чылай çул каялла кунта питех курăнман чĕр чунсем те хÿтлĕх шыраса ытти вырăнтан заповедника куçаççĕ. Сăлтавĕ — хăйсене сыхланине туйнинче.
— Ял е вăрман хуçалăхĕ аталаннă территорисенче тискер чĕр чун, ÿсен-тăран тĕнчи чухăнланать. Пахча çимĕç, тыр-пул туса илессишĕн çĕре сухалатпăр, курăк çулатпăр, пулă, им-çам сапатпăр, çĕре аммиаклă каяшпа варалатпăр — темле асăрхансан та экотытăма улăштаратпăр.
— Эсир калани заповедниксене пырса тивмест, вĕсенче пачах урăхла. Заповедниксем — çут çанталăк лабораторийĕсем, тавралăх юхăннине часах систереççĕ. Начар улшăнусем пулсан тÿрех асăрхатпăр. Çапах та саккуна пăсса кайăк-кĕшĕк, чĕр чун, пулă тытакансем пирĕн патра та тупăнаççĕ. Заповедникра 40 ытла çын вăй хурать. Ытларахăшĕ — патшалăх инспекторĕсем. Наука пайĕнче 7 ăсчах тăрăшать, ытти — тĕрлĕ ĕç тăвакан. Çут çанталăка тĕпчетпĕр, сыхлатпăр, халăха ăна упрама вĕрентетпĕр, саккуна пăсакансене тупса палăртсан протокол çыратпăр.
— Улатăр районĕнчи Атрать ялĕ, Елчĕкпе Патăрьел районĕсенчи ялсем — заповедник лаптăкĕсемпе юнашарах. Çынсен çырла пуçтарас, мăйăр-кăмпа татас килет, выльăха тăрантармалла — вăрмана кĕмесен вăл та, ку та çук…
— Пирĕн экологи пропагандине йĕркелекен специалистсем ял халăхĕпе час-часах тĕл пулса саккунсене пăсма юраманни çинчен ăнлантараççĕ. <...> Заповедника упрама чĕнсе калани усă парать — саккуна пăсакансен шучĕ самаях чакрĕ.
— Заповедникăн сыхлав зони пур. Хăш-пĕр тĕлте вăл пĕр çухрăмран пуçласа пилĕк çухрăм таран сарăлать. Çынсен унпа усă курма юрать-и?
— Унта тÿлевсĕрех утар тытма, курăк çулма чармастпăр, вăрман хуçалăхĕ хăйĕн ĕçне пурнăçлать. Çапах та кун пирки пирĕнпе килĕшÿ çирĕплетмелле.
— Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ ÿсен-тăранпа тискер чĕр чун шучĕ çинчен калаçар-ха.
— Заповедникăн виçĕ лаптăкĕнче Чăваш Енри ÿсен-тăранăн тĕрлĕ тĕсĕн 80% йышăнать, сайра тĕл пулакан чĕр чунсем хушăнаççĕ. Кашни тăватă çултан списока çĕнететпĕр.
— Пирĕн тăрăхра çеçен хир лаптăкĕсем пуррине чылайăшĕ пĕлмест. Килĕшетĕр-и?
— Çеçен хир — çут çанталăкăн чи илемлĕ пайĕ. Варкăш çилпе хуллен чÿхенекен кăлкан черченлĕхĕ çеç мĕне тăрать! Çапах та экотытăмăн Хĕрлĕ кĕнекине хатĕрлеме пуçласан унта çеçен хире пĕрремĕш кĕртме тивет. Мĕншĕн? Вăрмана сухалаймастăн. Çеçен хире часах сухалама пулать. Унта кайăк-кĕшĕк, хурт-кăпшанкă йышлă пурăнать, вун-вун тĕрлĕ курăк ÿсет. Çак пуянлăх сухаласанах çухалать.
— Çын ĕмĕтпе пурăнать. Заповедник тĕллевĕсемпе паллаштараймăр-и?
— Атрать ялĕнчи кантура юсасшăн. Сотрудниксен пĕрремĕш тивĕçĕ — заповедника пушартан упрасси. Кунта туризма лайăхрах аталантарасшăн. Биологин тĕрлĕ тĕсне шыраса тупса çĕнĕ наука ĕçĕсем те çырасшăн. Хурал-сыхлав ĕçĕнче усă курма пилотсăр вĕçекен пĕчĕк аппаратсем туянма палăртнă. Вĕсем патшалăх инспекторĕсен ĕçне самаях çăмăллатаççĕ.
— Этем — çут çанталăкăн пĕр пайĕ. Апла пулин те хăйне чĕр чун тĕнчин хуçи пек туять. Çут çанталăкăн çывăх тусĕ пулма вара йывăр мар...
— Çапла. Унпа туслă пурăнас тесен ăна упрамалла, таса тытмалла. Тискер чĕр чуна тĕлли-паллисĕр вĕлермелле-ши? Юхан шыва сиенлĕ каяш тăкмалла мар, ÿсен-тăрана упрамалла, атмосфера сывлăшне вараламалла мар. Çавăн пекех çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан территорийĕсене те пысăк тимлĕх уйăрмалла. Сăмахăма пĕтĕмлетсе пĕр чăнлăха аса илтерес килет: çут çанталăк пирĕнсĕр лайăхрах та пурăнаять, эпир унсăр пурăнаймастпăр. Тулли верси...
Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.