Архив - 4 Мая, 2018 - Хыпар
Чи пĕчĕк ĕç укçи ÿсет
Вĕл вĕçрĕç ялавсем: шăранчĕç юрăсем...
«Епле ăçта каятăп? Демонстрацие, эсĕ пымастăн-им? Кун пек уявра халăхран юлма юрать-и вара? Ĕмĕртен пыракан йăла…» — такама ăнлантарчĕ троллейбусри арçын. Çак самантра общество транспортĕнчи чылай çын шăпах Çуркуннепе Ĕç уявне халалланă мероприятие хутшăнма васканинче иккĕленÿ çуралмарĕ. Э-э-э, çук-ха. Пĕр кинемей çу уйăхĕн 1-мĕшĕ иккенне маннă иккен, пасара пуçтарăннă.
Ял хуçалăхĕ валли çĕнĕ техника хатĕрлеççĕ
Хальхи вăхăтра пурнăç таппипе тан аталанса пырас тесен предприятисен инноваци йышăнăвĕсемпе усă курмалла, рынока çĕнĕрен те çĕнĕ идейăсемпе тĕлĕнтермелле. Çакна «Техмашхолдинг» компанисен ушкăнĕн ертÿçисем тата унта ĕçлекенсем питĕ лайăх ăнланаççĕ: промышленноçри чи кăткăс тĕллевсене пурнăçлаççĕ, çулсерен çĕнĕ йышши продукци кăлараççĕ.
«Пирĕн ял старости»
Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацийĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Ольга Абакумова Туктамăш ялĕн старости Лилия Яковлева пирки каласа кăтартрĕ:
Çураçуран хакли çук
«Ватă çын çĕтĕк кĕпе мар, ăна епле тухса пăрахайăн;»
«Хусан хулинче хут хаклă, Чĕмпĕр хулинче чĕн хаклă. Çут çанталăкра мĕн хаклă? Ырăлăхпа сывлăх пит хаклă!» — аса килчĕç чăваш халăх юрринчи сăмахсем. Кăçал, Раççейри Ырă тăвакансен çулталăкĕнче, çынна ырă туни пирки кăна мар, ватăлнă ашшĕ-амăшне ачисем епле пăхни çинчен сăмах пуçарни те вырăнлă пулассăн туйăнать.
«Тăван яла мĕнле пырса кĕрес?»