Чи пĕчĕк ĕç укçи ÿсет
Кăçалхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен федерацин 2018 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Федерацин «Ĕç укçин чи пĕчĕк виçи çинчен» саккунĕн 1 статйине улшăнусем кĕртесси çинчен» йышăннă саккунĕ вăя кĕнĕ. Унпа килĕшÿллĕн ĕç укçин уйăхри чи пĕчĕк виçи 11163 тенкĕпе танлашнă. Урăхла каласан — ĕçлеме пултаракан çынсене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçен 100% шайĕнче.
ЧР Ĕçлев министерстви палăртнă тăрăх, 2017 çулхи раштавра МРОТа тапхăрăн-тапхăрăн пысăклатса пурăнма кирлĕ виçепе танлаштарасси çинчен калакан саккуна алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ĕç укçин чи пĕчĕк виçи 9489 тенкĕпе танлашнă. 2019 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тата малашне çуллен кăрлачăн 1-мĕшĕнчен шалăвăн чи пĕчĕк виçине ĕçлеме пултаракан çынсене пурăнма кирлĕ укçан умĕнхи çулталăкри иккĕмĕш кварталти виçипе шайлаштарса пырĕç.
Ĕç укçин чи пĕчĕк виçи шалăва кăна пырса тивмест. Социаллă тÿлевсен, çав шутра вăхăтлăх ĕçлейменшĕн, çие юлнă тата ача çуратнă, ăна пăхнă май паракан пособисен калăпăшĕ те шăпах çак виçерен килет.
Бюджетниксен шалăвне ÿстерме РФ Министрсен Кабинечĕ резерв фондĕнчен 20 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çак укçана регионсене уйăрса парĕç. Палăртни вырăнлă: ĕç укçине чи пĕчĕк виçерен сахалрах тÿлекенсемшĕн яваплăх мерисене çирĕплетни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. КоАПпа килĕшÿллĕн куншăн юридици тытăмĕсене 30-50 пин тенкĕлĕх штрафлаççĕ.
Çу уйăхĕн пуçламăшĕнчи çĕнĕлĕхсем çакăнпа кăна вĕçленмеççĕ-ха. Çак саккун Чăваш Ене пырса тивмест пек, анчах пирĕн çынсем курортсене канма çÿреççĕ вĕт — пĕлни пăсмасть. Раççейĕн тăватă регионĕнче курорт тÿлевĕпе усă курассине çирĕплетнĕ. Унăн виçине регионсем хăйсем палăртĕç, анчах вăл талăкшăн 100 тенкĕрен иртмелле мар.
Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă сăнав 2022 çул вĕçлениччен пырĕ. Хальлĕхе вăл Алтай тата Ставрополь крайĕсенче пуçланнă, футбол енĕпе тĕнче чемпионатне ирттермеллине кура Краснодар крайĕнче утă уйăхĕн 16-мĕшĕнчен тытăнса тÿлев илме пуçлĕç, Крымра вара курорт укçине кăçал мар, çитес çулхи çу уйăхĕнчен тÿлеттерме тытăнасшăн.
Çĕнĕлĕхсен шутĕнче ырă тăвакансен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан çĕнĕ саккуна та асăнса хăвармалла. Раççейре ырă тăвакансен ĕçне хутшăнакансем валли пĕрлехи информаци тытăмне йĕркелĕç.
Паянтан Уголовлă кодекса кĕртнĕ улшăнусем ĕçлеме пуçлаççĕ. Электрон шутсем çинчи укçана вăрланăшăн палăртакан яваплăх çирĕпленет. Куншăн малашне штрафлаççĕ кăна мар, ирĕксĕр хăварма та пултараççĕ. Штраф виçи те ÿсет — 500 пин тенкĕ таран /унччен 120 пин тенкĕ таран пулнă/. 5 çул таран ирĕксĕрлесе ĕçлеттермелли яваплăх мери те пулĕ. Чи хаярри — 6 çул таран ирĕксĕр хăварасси. Çапла вара электрон укçана вăрлани яваплăх тĕлĕшпе çурта саккуна пăсса кĕрсе тата пысăк виçепе вăрланипе шайлашать. Ют тÿлев карточкипе усă курса укçа вăрланă тĕслĕхсемшĕн малашне 3 çуллăхах камерăна ăсатма пултараççĕ. Унччен кунашкаллишĕн 4 уйăхлăха кăна тытса чарма пултарнă.
Çу уйăхĕн 4-мĕшĕнчен тытăнса çавăн пекех ирĕксĕрлесе ĕçлеттерессинчен тарса çÿрекенсем те колоние лекме пултараççĕ. Сăмах май, çул çитменнисене, 1-2-мĕш ушкăнсен инваличĕсене, 3 çул тултарман ачаллă амăшĕсене, 55-рен аслăрах хĕрарăмсене тата 60 çултан иртнĕ арçынсене ирĕксĕрлесе ĕçлеттермелли приговор палăртмаççĕ.
Паянтан коррупционерсемшĕн те хура кунсем пуçланаççĕ теме пулать: патшалăх контрактне хутшăнакансене сутăн илнĕшĕн чи хаяр мелпе явап тыттарма пуçлаççĕ — Уголовлă кодексăн çĕнĕ 200.5 статйипе килĕшÿллĕн 12 çуллăхах ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.
Николай ДМИТРИЕВ.
Комментировать