«Пирĕн ял старости»
Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацийĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Ольга Абакумова Туктамăш ялĕн старости Лилия Яковлева пирки каласа кăтартрĕ:
«Лилия Валерьевна — пирĕн тăрăхри чи çамрăк староста. Яваплă çак ĕçе пурнăçлама ăна эпир виçĕ çул каялла шантăмăр. Туктамăш — пысăк ял. Апла пулин те Лилия пултаратех терĕмĕр. Унăн килне кайса пăхсан тĕлĕнсе каймалла — пур çĕрте те тирпейлĕхпе хăтлăх хуçаланать. Çурчĕ те, хуралтисем те, мунчи те чаплă. Çамрăк пулсан та çурта, çемьене пĕчченех тытса тăрать. Çав вăхăтрах — яла та. Пысăк чĕреллĕ, ылтăн алăллă хĕрарăм икĕ ача ÿстерет. Милена 1-мĕш класс пĕтерет. Кирилл вара сусăр çуралнă. Кăçал 16 тултараканскер выртса тăрать. Лилия ăна пăхса тăрать, тĕп хулари больницăсене сипленме илсе çÿрет.
Лилия Яковлева Туктамăш шкулĕнчен вĕренсе тухсан Шупашкарти çыхăну техникумĕнче пĕлÿ илнĕ. Пĕр вăхăт Мускавра ĕçлесе пурăннă. Ашшĕпе амăшĕ чирлесен вĕсене пăхма яла таврăнчĕ. Маларах амăшĕ, унтан ашшĕ пурнăçран уйрăлчĕç. Çуралнă кил-çуртне пăрахмарĕ, вучаха сÿнме памарĕ вăл. Кашни çул вăй çитерсе мĕн те пулсан çĕнетме тăрăшать. Пĕччен пулсан та выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк тытать, анкартинче темĕн тĕрлĕ пахча çимĕç, чечексем çитĕнтерет. Пахча çимĕç калчисем ÿстерме те ăста.
«Ялта ĕç нумай пулсан та мана çав тери килĕшет. Хăв тунă ĕçрен киленÿ илме пулать. Куç та, чун-чĕре те савăнать вара», — тет вăл час-часах. Ялта çамрăк та, ача та чылай пирĕн. Район центрĕ юнашар пулнипе те çыхăннă пулĕ çакă. Хăшĕ-пĕри — Хĕрлĕ Чутая, чылайăшĕ Мускава ĕçлеме çÿрет. Ялти ачасем выляма Лилия Валерьевнăсен умне пуçтарăнаççĕ. Уçă та ырă кăмăллăскер патне шăпăрлансем те туртăнаççĕ. Çавна шута илсе çитес вăхăтрах вĕсен умĕнче ачасене вылямалли площадка хăтласшăн, ярăнчăксемпе чуччусем вырнаçтарасшăн. Лилия Яковлевăн амăшĕ Альбина Петровна хăй вăхăтĕнче ял клубĕн заведующийĕнче вăй хунă. Çынсемпе ĕçлеме пĕлнĕ вăл. Туктамăшсем ăна халĕ те ырăпа асăнаççĕ. Лавккапа юнашар лапамра /унта пĕчĕк сцена пур/ çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Ял праçникне йĕркелетчĕ. Пысăк хуранпа шÿрпе пĕçеретчĕç. Лилийăн кукашшĕпе кукамăшĕ хăйсем ăсталанă пĕчĕк урапапа сăра пичкисем, пĕр четвĕрт эрех илсе тухатчĕç. Халĕ Лилия Валерьевнăн кукамăшĕ çук ĕнтĕ пирĕнпе пĕрле. Апла пулин те мăнукĕ ырă çак йăлана манăçа кăларасшăн мар. Пĕлтĕр те, виçĕм çул та кукашшĕне Петр Удякова сăра вĕретсе, четвĕртпе эрех хатĕрлесе, çĕр улми икерчи, кукăль кайса пачĕ. Мĕн тетĕр? Кукашшĕ Ял праçникне урапа тĕртсе килчĕ. Ун чухне шÿрпе те пĕçернĕччĕ. Лилия хĕр тусĕсемпе чăваш çи-пуçне тăхăннăччĕ. Ку çеç-и? Хĕрне Миленăна та Чутай тумне çĕлетсе панă. Ăна та уявсене явăçтарать. Лилия хăй тирпейлĕ пулнипе халăха ырă тĕслĕх кăтартать. Çынсене çуркунне ял хушшине тирпейлеме субботнике ертсе тухрĕ. Çуллахи вăхăтра та вĕлтĕрен, куршанак, пиçен ÿстермеççĕ вĕсем. Ялти пĕвесене те пăхсах тăраççĕ. Çуркуннепе кĕркунне çăвана тасатаççĕ, çулла курăкне çулса пуçтараççĕ. Çак ĕçе староста çамрăксене хутшăнтарни паха. Пĕлтĕр Лилия Яковлевăпа Владимир Григорьев депутат Туктамăш ялĕн çăви çине пÿрт ларттарчĕç. Халăхран 500-шер тенкĕ пухрĕç. Хăшĕ-пĕри 1-ер пин тенкĕ пачĕ. Лилия Валерьевна унта ĕçлекен халăха çитерме апат пĕçерсе тухрĕ. Чăн та, ял çыннисем ăна хисеплеççĕ. Раççей Президенчĕн суйлавне лайăх ирттерессишĕн нумай тимлерĕ, халăхпа калаçма, ăнлантарма килĕрен çÿрерĕ. Чăн та, кăтартăвĕ те савăнтарчĕ: суйлава халăхăн 95 проценчĕ тухрĕ. Туктамăшра кун пекки нихăçан та пулман.
Çапла, Лилия Яковлева пирки ыррине тата чылай калама пулать. Сăмахăма манăн: «Турри çуттине пур енĕпе те панă ăна», — тесе вĕçлес килет.
Комментировать