Архив - Ноя 2018 - Хыпар

ноябрь 27th

27 Ноя, 2018

Иккĕмĕш мультиплекса хута яраççĕ

Раççей телекуравпа радио хыпарлав сечĕн (РТРС) филиалĕ «Чăваш Республикин РТПЦĕ» цифрăллă эфир телекуравĕн иккĕмĕш мультиплексĕн передатчикĕсене хута яма тытăннă. Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Улатăр, Патăрьел, Пăрачкав, Шăмăршă районĕсенче иккĕмĕш мультиплексăн трансляцийĕ сăнав мелĕпе пуçланнă.

27 Ноя, 2018

Клавди кинемей

Клавдия Ишукова хĕр чухнехи хушамачĕ — Федорова Шăмăршă районĕнчи Энтриел ялĕнче 1928 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче йышлă çемьере çуралнă. Унăн ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тапхăрĕпе пĕр килнĕрен çăмăл пулман.

ноябрь 26th

ноябрь 23rd

23 Ноя, 2018

Сергей МУЛЕНДЕЕВ: Мĕн ачаран тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ

Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хулари стоматологи поликлиникин тĕп врачĕн медицина енĕпе ĕçлекен заместителĕпе Сергей Мулендеевпа хăйĕн çинчен ытларах калаçма темле тăрăшсан та больница, ĕçтешĕсем, чăваш стоматологийĕнчи çĕнĕлĕхсем пиркиех сăмахларĕ.

23 Ноя, 2018

Савиновсемшĕн Аслă Арапуç – тĕнче кăвапи

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пĕрремĕш кунран пуçласа 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕчченех çапăçнисем Шупашкарта паян 30-ăн пурăнаççĕ. Вĕсенчен чи асли — Георгий Савинов. Георгий Иванович 100 çула пуснă. Сăмах май, вăл çуралса ÿснĕ ялта, Патăрьел районĕнчи 1100 çынлă Аслă Арапуçра, вăрçă ветеранĕ юлман. Георгий Иванович пек 10 теçетке çула хыçа хăварнисем те çук. Георгий Ивановичăн мăшăрĕ Антонина Ивановна та (вăл кĕçех 95 тултарать) фронтра пулнă. Антонина Янаслова та (хĕр чухнехи хушамачĕ) — Аслă Арапуç ялĕнченех.

23 Ноя, 2018

«Ятлаçакан пациента та чармастăп – чунĕ уçăлтăр»

Хăйĕн сусăр амăшне сиплес, ăна мĕнле те пулсан пулăшас тĕллевпе вăл медицинăна суйланă. Халĕ ав çĕр-çĕр çыннăн амăшне пулăшу кÿрет. Сăмахăм Шупашкар хулин тĕп больницинче ĕçлекен Наталья Афонькина гериатр тухтăр çинчен.

23 Ноя, 2018

«Çуркуннешĕн» хĕл сивви чăрмав мар

Çĕрпÿ районĕнчи Михаил Михайлов хăй вăхăтĕнче Çĕнĕ Сала ялĕнче хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелесе çулсерен пахча çимĕç çитĕнтернĕ. Тавар калăпăшĕнче симĕс сухан туса илесси тĕп вырăн йышăннă. Çулла — уçă вырăнта (сивĕрех вăхăтра — теплицăра), кĕркуннепе хĕл кунĕсенче — сарай евĕрлĕ çуртăн иккĕмĕш хутĕнче. Анчах продукцие вырнаçтарас ĕçре йывăрлăхпа сахал мар тĕл пулнăран вăл юлашки çулсенче снабженипе тавар сутакан «Çуркунне» ял хуçалăх потребитель кооперативĕ йĕркелерĕ. Хуçалăха тытса пыма ывăлне Дмитрие шанчĕ.

Страницы