«Çуркуннешĕн» хĕл сивви чăрмав мар

23 Ноя, 2018

Çĕрпÿ районĕнчи Михаил Михайлов хăй вăхăтĕнче Çĕнĕ Сала ялĕнче хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелесе çулсерен пахча çимĕç çитĕнтернĕ. Тавар калăпăшĕнче симĕс сухан туса илесси тĕп вырăн йышăннă. Çулла — уçă вырăнта (сивĕрех вăхăтра — теплицăра), кĕркуннепе хĕл кунĕсенче — сарай евĕрлĕ çуртăн иккĕмĕш хутĕнче. Анчах продукцие вырнаçтарас ĕçре йывăрлăхпа сахал мар тĕл пулнăран вăл юлашки çулсенче снабженипе тавар сутакан «Çуркунне» ял хуçалăх потребитель кооперативĕ йĕркелерĕ. Хуçалăха тытса пыма ывăлне Дмитрие шанчĕ.

— Эпĕ Шупашкарта çуралнă. Пĕрремĕш класра чухне çемье Çĕрпÿ тăрăхне куçса тĕпленчĕ, — хăйĕнпе паллаштарчĕ Дмитрий Михайлович. — Иккĕмĕш класран пуçласа аттестат иличченех Çĕрпÿри 1-мĕш шкулта вĕрентĕм. Халĕ çак хулари аграрипе технологи техникумĕн юлашки курсĕнче «Ял хуçалăхне электрофикацилес» специальноçа алла илетĕп. Çав вăхăтрах хресчен-фермер хуçалăхне аталантарма та тÿпе хыватăп.
Çамрăк-ха вăл, 19 çулта кăна. Хулара çитĕннĕ пулин те ашшĕ ăна пĕчĕклех çĕр ĕçне хăнăхтар-нине пула ял хуçалăхĕ уншăн пачах та ют мар. Вăл çуллахи каникулта купари чи хитре хăярсене суйласа ещĕксене илемлĕ хунине, ашшĕпе пĕрле юпасем лартса тăрăшсах теплица карнине аса илчĕ. Халĕ акă Михайловсем ĕне вити хута яма хатĕрленеççĕ. Дмитрий пĕлтĕр «Ĕçе пуçăнакан фермер» программăна хутшăнса гранта тивĕçнĕ те унăн условийĕпе килĕшÿллĕн ĕне йышне кирлĕ виçене çитерме ĕмĕтленет. Хальлĕхе икĕ пуç çеç-ха. Ферма тулли хăватпа ĕçлеме тытăнсан кунта выльăх шучĕ 24-ран кая мар пулĕ. Тара илнĕ 49 гектар çĕр çинче çулленех утă хатĕрлеççĕ. Хальхи вăхăтра вăл сутмалăх та, саппас хăвармалăх та пур.
Фермер шкулта тăрăшса вĕреннĕ те техникумра та лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Диплом илсенех пĕлĕвне малалла Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче куçăн мар майпа тарăнлатас-шăн. Тăван çĕршыва хÿтĕлеме те çулĕ çитнĕ. Çакă уншăн чыслă тивĕç пулнине вăл лайăх ăнланать. Повестка парсан паян тесен паян салтак аттине тăхăнма хатĕр. Тÿрĕ чунлă çитĕнтернĕшĕн килтисене чĕререн тав тăвать.
— Ывăлăм ял пурнăçне, пахча çимĕç çитĕнтерес, выльăх пăхас ĕçе кăмăлланăшăн савăнатăп çеç, — пĕлтерчĕ Михаил Владимирович. — Таварне туса илме пулать-ха та, анчах ăна ăнăçлă вырнаçтарма пĕлмелле-çке. Унсăрăн тупăш илеймĕн, хуçалăха малалла аталантараймăн. Çĕрпÿ районĕнче пирĕнсĕр пуçне тата 2 фермер симĕс сухан çитĕнтеретчĕ. Суту-илĕве ăнăçтарайманран пăрахрĕç çак ĕçе. Камăн-ха тăкак тÿсес килтĕр? Манăн икĕ аслă пĕлÿ: инженер тата юрист эпĕ. Иккĕмĕш специальноçпа 12 çул вăй хутăм. Пухăннă опыт килĕшÿсем тунă, до-кументсем хатĕрленĕ чухне питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ывăлăма та пулăшмасăр тăмастăп паллах. Продукцие тупăшлăрах сутас тĕллевпе «Çуркунне» потребкооперацие йĕркелерĕм. Унăн ячĕ ял хуçалăх кооперацийĕ чĕрĕлсе-çĕнелсе тăрасса, вăй илсе малалла аталанасса пĕлтерет. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентин ГРИГОРЬЕВ. 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.