3 е 4 ачаллин те ирĕк пур

27 Ноя, 2018

Эпĕ, 3 ача амăшĕ, çитес çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче 55 çул тултаратăп. Тивĕçлĕ канăва тухмалли вăхăт маншăн хăçан çитет?

Нина МОСКАЛЕВА, Куславкка районĕ.

Çĕнĕлĕхпе килĕшÿллĕн пенсие маларах каймашкăн ирĕк пур хĕрарăмсен тепĕр категорийĕ хушăннă. Сăмахран, виçĕ ача çуратса вĕсене 8 çула çитиччен çитĕнтернĕ амăшĕсем тивĕçлĕ канăва 57 çулта тухаççĕ. Тĕслĕхрен, 1966 çулта кун çути курнă хĕрарăм çак ÿсĕмпе пенсие 2024 çултан кайма пултарать /çав вăхăтрах куçăм положенийĕсене шута илсе пенсие тухмалли пĕтĕмĕшле ÿсĕм 2024 çулта 58-па танлашать/.
4 ача çуратса вĕсене 8 çула çитиччен воспитани панă амăшĕсем тивĕçлĕ канăва 56 çул тултарсан каяççĕ. Тĕслĕхрен, 1965 çулта кун çути курнă хĕрарăмсем çак ирĕкпе усă курса пенсие 2022 çулта маларах йĕркелеме пултараççĕ /çав вăхăтрах куçăм положенийĕсене шута илсе пенсие тухмалли пĕтĕмĕшле ÿсĕм асăннă тапхăрта 56,5-пе танлашать/.
1964 çулта çуралнисене илес тĕк вĕсем 2019-2020 çулсенче 55,5 çул тултарсан канăва каяççĕ.
Çыру авторне çакна пĕлтеретпĕр: 2019 çулхи нарăс уйăхĕн15- мĕшĕнче эсир 55 çул тултарсан, миçе ача çуратнине пăхмасăр, çав çулăн иккĕмĕш çурринче, авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче, пенси йĕркелеме пултаратăр. Çапла тумашкăн документсен пуххине Пенси фондне пĕр уйăх малтан çитерсе памалла.

www.hypar.ru

Валентина СМИРНОВА хатĕрленĕ/

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.