Паспорт улăштарас тесен

23 Ноя, 2018

Раççей гражданинĕн паспортне улăштарас тесе заявлени хăçан çырмалла? 45 çул тултариччен е çакăн хыççăн?

Лидия В.
Куславкка районĕ
.

Миграци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалистсем палăртнă тăрăх — заявление çуралнă кунра е ма-ларах памалла мар. Паспорта 20 е 45 çул тултарнă хыççăн 30 кунран кая юлмасăр улăштармалла. Заявление çак вăхăт иртсен çеç парсан саккунпа килĕшÿллĕн штраф тÿлеттерме пултараççĕ. Çакнашкал заявление Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă та пама пулать. Ăна интернет урлă ăсатсан ведомство ĕçченĕсем унти кăтартусене тĕрĕслеççĕ. Кун пирки пĕлтернĕ хурав 1-3 кунра çитет. Енчен те йăнăшсем тупăнсан сире вĕсене тÿрлетме, тепĕр хут ыйту çырма сĕнеççĕ. Ведомство заявление çирĕплетсен ведомствăна пымалли кунпа вăхăта суйлама сĕнеççĕ. Унччен вара патшалăх пошлинине тÿлеме манмалла мар. Пĕрлехи портал урлă тÿлесен 30% сахалрах тăка-кланмалла. Шута илме: паспорт улăштарасси пирки заявлени парсан тата çĕннине иличчен çын хăй кам пулнине ĕнентерекен документсăр юлать. Вăл асăннă тапхăрта питĕ кирлĕ пулсан вăхăтлăх удостоверени илес тесе ШĔМ уйрăмĕнчен пулăшу ыйтмалла.

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.