Архив - 23 Янв, 2018 - Хыпар
Пулас олимпиеца физкультура урокĕнчен хăтарнă
Хуçалăха пысăк тупăш парать
Николай Белков — Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел ялĕнчи чи ăста хурт-хăмăрçăсенчен пĕри.
Хальхи вăхăтра пенсире пулин те алă усса лармасть, кил хуçалăхĕнче выльăх пăхать, ывăлне Сергее, «Искра» ЯХПК утарçине, пулăшать. «Пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ», — теççĕ ун пеккисем çинчен. Тăваттăмĕш класс пĕтерсенех кĕтÿ пăхнă, каярахпа фермăра тăрăшнă.
Чăвашла вулама çăмăл-и?
Клуб суту-илÿ вырăнне çаврăнчĕ
1982 çулта Çĕнĕ Лапсарта культура çурчĕ хута кайнăччĕ. «Акаци» ят пачĕç ăна. Акă вăл уçăлнăранпа кăçал 35 çул çитрĕ.
Малтанхи çулсенче çĕнĕ керменте директор тивĕçĕсене Ф.Куренин туса пычĕ. Вăл йĕркеленипех клубра пĕрремĕш концерт иртрĕ. Эпĕ те çавăн чухне Анатолий Моисеев баянистпа пĕрле юрланăччĕ. Çав кунранпа унти сцена çине пĕрре мар тухнă.
Шанăç пысăк
Тĕрĕссине çыракан кăна çĕнтерет
Вулакан, итлекен тата куракан патне тĕрĕс информаци çитерессишĕн кашни кун ырми-канми ĕçлеççĕ вĕсем. Тĕрĕссипе, ĕçрен ирĕклĕ пулаймаççĕ те. Килте чухне те статьяна, сюжета мĕнле ят парасси, еплерех пуçласси, шухăша еплерех уçса парасси пирки пуç ватаççĕ. Çапла, сăмахăм массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем пирки.