Комментировать

23 Янв, 2018

Пулас олимпиеца физкультура урокĕнчен хăтарнă

XX Олимп, 1970 çулхи тĕнче чемпионĕ, Çĕмĕрле районĕнчи Пĕренешре çуралса ÿснĕ Валерий Ярды çуралнăранпа кăрлачăн 18-мĕшĕнче 70 çул çитрĕ.

Аслă çул пуçламăшĕ

1960 çулсен варриччен пирĕн республикăран Европа чемпионĕ Ардалион Игнатьев кăна олимпиец пулнă. Мехикăри Олимпиадăра ăмăртма чăвашсенчен тÿрех виçĕ спортсмена суйланă. Чăваш ял хуçалăх институчĕн студентне Валериан Соколов боксера, Балтика тăрăхĕнче хĕсметре тăнă Валерий Ярды велосипедиста тата Çĕрпÿ районĕнче çут тĕнчене килнĕ, ачаранпах Эстонире пурăннă Светлана Чирковăна 1968 çулта Совет Союзĕн командине илнĕ.

В.Ярды велосипед спорчĕн тĕп йышне 20 çулта чухнех кĕнĕ. Питĕ шел, пирĕнтен питĕ ир — 1994 çулта — уйрăлса кайрĕ. <...>

Валера ачалăхĕ питĕ йывăр иртнĕ. Ашшĕне пĕлмен-курман. Хушамачĕ — амăшĕ енчен. Икĕ çул тултариччен амăшĕн пиччĕшĕн Викторăн килĕнче пурăннă.

Каярахпа Валера тата амăшĕ Таисия Илларионовна пурăнма Çĕмĕрле хулинчи Мопр урамĕнчи общежитири 9 тăваткал метрлă пÿлĕме куçнă. Амăшĕ, савăт-сапа сутуçи, ĕç укçи питĕ сахал илнĕ. Валера имшеркке ÿснĕ, хĕлле ăна грипп, ÿслĕк, ытти чир асаплантарнă. Амăшĕпе Виктор куккăшĕсĕр пуçне ăна Таллинра пурăннă Совет Çарĕн офицерĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Я.Волков килĕштернĕ.

1957 çулта ача пурнăçĕнче пысăк улшăну пулса иртнĕ.

— Таисия Илларионовна, паян Саланчăкри интернат шкулта пултăм, — пуçланă хăйĕн калаçăвне Яков Николаевич. — Иван Осипов директорпа калаçса татăлтăм. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен Валерăна интернат шкула илсе пыма ыйтрĕ.

Çапла тăхăр çулти ача Çĕмĕрлерен вун икĕ çухрăмри Саланчăкра вĕренме пуçланă. Кунта кулленех тăраниччен апат çинĕ. Анчах сывлăхĕ хавшакрах пулнăран А.Царев врач ăна физкультура урокĕнчен хăтарнă.

Саланчăкри интернат шкулăн физкультура учителĕнче ĕçленĕ В.Поликарпов вăл вăхăтра — республикăри чи вăйлă çăмăл атлетсенчен пĕри. Тепĕр эрнеренех çăмăл атлетика секцине йĕркеленĕ. Пĕррехинче Владимир Иванович патне тăваттăмĕш класра вĕренекен вăтанчăк та çивĕч куçлă В.Ярды пынă та секцие çырăнма кăмăл тунă.

Пĕтĕмпех Поликарпова пула

Тренер илнĕ. Анчах та темиçе кунран спорт площадкинче хуçкаланакан çамрăк атлетсене асăрханă Царев врач хăй патне Поликарпова чĕнтернĕ те çапла каланă: «Ярды чирлĕрех ача, унăн шалти органĕсем хавшак. Ăна хальлĕхе пĕр çухрăм та чупма юрамасть». Унăн сăмахĕсене илтнĕ Валера куляннă, куçĕ шывланнă...

— Эпĕ Игнатьев олимпиец пек пуласшăн. Пирĕн интернат шкулта республика чемпионĕ пулнă Поликарпов ĕçлет. Вăл мана çăмăл атлетика секцине илме хирĕç мар, анчах тухтăр килĕшмест, — ĕсĕклесе каласа панă Валера килне таврăнсан.

Амăшĕ ывăлĕпе пĕрле Саланчăка кайнă, Поликарповпа тĕл пулнă. Владимир Иванович çапла лăплантарнă:

— Валера валли тренировкăсен планне хатĕрлĕп. Ирхине зарядка 15- 20 минут. Каç кÿлĕм площадкăра хусканусем тăвăпăр, çывăхри вăрмана çити чупăпăр. Пĕр-икĕ уйăхран дистанцие çухрăм таран ÿстерĕпĕр. Çуллахи каникулта Пĕренеш çывăхĕнчи уçланкă патне çити куллен чуптăр.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçлансанах Поликарпов ăна Царев врач патне илсе пынă, Валера сывлăхне тĕплĕнрех тĕрĕслеме ыйтнă.

— Ярды юлашки виçĕ-тăватă уйăхра самаях тĕрекленнĕ. Маттур! Малашне спорт секцине те çÿреме ирĕк парăп, — тенĕ Царев.

В.Поликарпов Валерăшăн ашшĕ вырăнĕнчех шутланнă. Хĕлле ăна йĕлтĕрпе хăвăрт чупма вĕрентнĕ. Улттăмĕш класра вĕренекен Ярды «Пионерская правда» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Çĕмĕрлере ирттернĕ ăмăртура икĕ çухрăмлă дистанцире виççĕмĕш результат кăтартнă.

Таллинран канма килнĕ виççĕмĕш рангри капитан Я.Волков Валерăпа тĕл пулсан:

— Вĕренÿ çулне лайăх паллăсемпе пĕтернĕшĕн хăвна килĕшекен парне туянасшăн эпĕ сан валли, — тенĕ. — Ан вăтан, ывăлăм, мĕн кирлĕ?

— Çĕмĕрлерен Саланчăка велосипедпа çÿрес килет. Пĕренешри тăвансем патне те час-часах кайăттăм, — хуравланă хреснашшĕне. Вăрçă ветеранĕ ăна велосипед парнеленĕ.

1964 çулхи утă уйăхĕнче Шупашкарта иртнĕ республикăри шкул ачисен спартакиадинче Çĕмĕрлери велосипедистсен туслă команди пуçласа пĕрремĕш вырăна тухнă, команда капитанĕ В.Ярды хаклă парнене тивĕçнĕ. Çĕмĕрлери велосипедистсен тренерĕ, СССР спорчĕн мастерĕ П.Макаров сĕннипе пурнăçне велосипед спорчĕпе çыхăнтарнă.

1966 çулта республика чемпионатĕнче юниорсен ушкăнĕнче пуçласа ăмăртнă. Валерăпа пĕрле старта унран 3-4 çул аслăрах каччăсем тухнă. 100 çухрăмлă дистанцире пурне те хыçала хăварса Чăваш АССРĕн чемпионĕ пулса тăнă.

Кĕркунне Çĕмĕрле хулин кунне паллă тунă. Велосипедистсем тĕп урамсемпе темиçе çаврăм тунă. Автофургон комбиначĕн командине 10-мĕш цех мастерĕ, СССР спорт мастерĕн кандидачĕ В.Ярды ертсе пынă. Вăл юлташĕсене хыçа хăварса финиша пĕрремĕш çитнĕ. Ун патне Латвирен отпуска килнĕ П.Макаровăн тăван пиччĕшĕ Анатолий пынă.

Чи лайăх кăтарту

— Эпĕ — Ригăри «Локомотив» спорт клубĕн аслă тренерĕ. Пире сан пек çамрăк велосипедистсем кирлĕ. Валерий тата шăллăм Паша, шухăшласа пăхăр-ха. Тен, Ярды тепĕр эрнеренех Ригăна куçса пырать. Унта велоспортри ăсталăха ÿстерме услови чылай лайăхрах, — тенĕ А.Макаров.

Валерий 1967 çула Балтика тинĕсĕ хĕрринчи авалхи хулара кĕтсе илнĕ. А.Макаров сăмахне çилпе вĕçтермен: В.Ярды лайăх ĕçе вырнаçнă, хăтлă общежитире пурăннă, тренировкăна куллен çÿренĕ. Часах Рига хулин чемпионатне хутшăннă. Унччен Валерăна никамах та пĕлмен. Спорта юратакан латышсене пурне те тĕлĕнтерсе 50 çухрăмлă дистанцие пĕрремĕш вĕçленĕ. Тепĕр çур уйăхран Латви спартакиадинче чемпион ятне çĕнсе илнĕ, ылтăн медале тивĕçнĕ. Çавăн хыççăн А.Макаров ентешне тата юратнă вĕренекенне Совет Çарне илнĕ. Салтак пăтти çиме пуçланă 19 çулти спорт мастерĕ Балтика тăрăхĕнчи çар округĕн чысне хÿтĕленĕ.

Кĕркунне Мускав çывăхĕнче СССР Хĕç-пăшаллă Вăйсен чемпионачĕ иртнĕ. Балтика тăрăхĕн çар округĕн чысне унта латыш, эстонец, литовец тата чăваш хÿтĕленĕ. Командăсен ăмăртăвĕнче 100 çухрăмлă дистанцие 2 сехет те 18 çеккунтра вĕçленĕ, тăваттăмĕш вырăн йышăннă. Çак чемпионатра Совет Союзĕн тĕп тренерĕнче тинтерех кăна ĕçлеме пуçланă, велосипед спорчĕ енĕпе çĕршыври пĕрремĕш Олимп вăййисен чемпионĕн В.Капитоновăн куçĕ тĕлне Ригăран килнĕ В.Ярды лекнĕ. Виктор Арсентьевич ун чухне Валера Чăваш Енрен пулнине пĕлмен. Тĕнчери чи паллă велосипедистсенчен пĕри Капитонов 19 çулти чăваш каччи яваплă чемпионатра ыттисенчен тăруках уйрăлса, хăвăртлăха ÿстерсе, пĕчченех пысăк пелетон умне хăюллăн тухса пĕтĕм ушкăна ертсе пынинчен тĕлĕннĕ. Çакăн хыççăн уйăх та иртмен — Капитонов сĕннипе Ярды рядовоя Совет Союзĕн пĕрлештернĕ командине кĕртнĕ. Умра — СССР чемпионачĕ тата XIX Олимп вăййисем.

<...> Севан кÿлли таврашĕнче Совет Союзĕн чемпионатне тата Мехикăра ирттерме палăртнă Олимп вăййисене суйласа илмелли ăмăртусене хутшăннă. В.Ярды кашни дистанцирех пĕрремĕш теçеткери вырăнсене йышăннă, XIX Олимпиадăна кайма путевка çĕнсе илейнĕ.

Сăртлă-туллă Мексикăра совет велосипедисчĕсенчен никам та медаль çĕнсе илеймен. 180 çухрăмлă дистанцире Совет Союзĕн командин спортсменĕсенчен чи лайăх вăхăт çĕршывăн чи çамрăк чемпионĕ В.Ярды кăтартнă.

Эпĕ Олимп вăййисене хутшăннă чăвашсен пирвайхи велосипедисчĕпе вăл 1970 çулхи утă уйăхĕнче Англири Лестер хулинче тĕнче чемпионĕ пулса тăнă хыççăн паллашрăм. Çавăнтанпа çывăх юлташсемччĕ. Вăл вăхăтра эпĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетра, Валера И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститутра вĕреннĕ.

Унăн çăлтăрĕ сÿнмĕ

<...> XX Олимпиада 1972 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче уçăлнă, 121 çĕршыври 7123 спортсмен хутшăннă. Совет Союзĕн пĕрлештернĕ командин спортсменĕсем çивĕч кĕрешÿре пуринчен те нумайрах — 99 медаль — çĕнсе илнĕ. Çак çĕнтерÿре велосипедистсен тÿпи те пур.

30 ытла çĕршыври тăватă спортсменран тăракан командăсем 102 çухрăмлă дистанцире Олимп вăййисем уçăлсан тепĕр виçĕ кунран тупăшнă. Вĕсен яка шоссе çинчи 25,5 çухрăма тăсăлакан çаврăм финишне тăватшар хут тухмалла пулнă. Малтанхи çаврăмсенче тĕнче тата Олимп вăййисен чемпионĕсем пулнă Голланди, Германи тата Польша «квартечĕсем» малта пынă. Çакă Виктор Капитонов тĕп тренера уйрăмах тарăхтарнă. Пирĕн велосипедистсем курăнсанах хыттăн кăшкăрнă:

— Чăтăр! Малалла вирхĕнĕр!

Çавăн хыççăн пилĕк минут та иртмен — тăваттăмĕш çаврăмра пирĕн команда финиша çитичченех малта пынă. Валерий Лихачев /Чулхула/, Борис Шухов /Самар/, Геннадий Комнатов /Омск/ тата пирĕн ентеш Валерий Ярды йывăр дистанцие 2 сехет те 11 минут та 17 çеккунтра вĕçлесе Олимп чемпионĕсем пулса тăнă. <...>

1972 çулхи авăн уйăхĕн варринче Олимп вăййисенчен ылтăн медальпе таврăннă Валерие Шупашкарти Ленин лапамĕнче пин-пин çын кĕтсе илнĕ. Çак вăхăт тĕлне В.Ярды Çĕмĕрле районĕн Хисеплĕ гражданинĕччĕ. СССР оборона министрĕ А.Гречко маршал приказĕпе вăл кĕçĕн лейтенант пулса тăнă.

<...> 1970 çулччен пирĕн ентешсенчен «СССР спорчĕн мастерĕ» ята пурĕ те тăхăр велосипедист çеç тивĕçнĕ. Çĕнĕ ĕмĕр пуçланиччен вара вĕсен шучĕ 100-тен иртрĕ. <...> Вăл çуралнăранпа 70 çул çитнĕ май Шупашкарта спорт уявĕ иртрĕ. Тулли верси...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.