Комментировать

23 Янв, 2018

Хуçалăха пысăк тупăш парать

Николай Белков — Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел ялĕнчи чи ăста хурт-хăмăрçăсенчен пĕри.

Хальхи вăхăтра пенсире пулин те алă усса лармасть, кил хуçалăхĕнче выльăх пăхать, ывăлне Сергее, «Искра» ЯХПК утарçине, пулăшать. «Пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ», — теççĕ ун пеккисем çинчен. Тăваттăмĕш класс пĕтерсенех кĕтÿ пăхнă, каярахпа фермăра тăрăшнă.

«Россия» колхоз водителĕнче ĕçленĕ чухне пуçĕнче хурт-хăмăр ĕрчетес шухăш пĕрмай явăннă. Ĕмĕчĕ тивĕçлĕ канăва каяс умĕн çеç çирĕпленсе çитнĕ. «Утмăл тултарсан çеç пахчана вĕлле хурчĕсем вырнаçтарма тытăнтăм, — аса илчĕ Николай Алексеевич. — Ĕç чăрмавсăрах малалла кайрĕ теместĕп. Ума йывăрлăх сахал мар сиксе тухрĕ. Мĕншĕн тесен пĕлменни нумайччĕ. Малтан кĕнекесем, хаçат-журнал вуласа хурт-хăмăр ĕрчетес ăсталăхпа паллашман. Ăна майĕпен шĕкĕлчесе çĕннине сахал мар пĕлтĕм. Хырай Ĕнелте пыл туса илекен чылай. Вĕсем /сăмахран, Василий Кудрявцев/ сĕнÿсем пачĕç. Каярахпа ятарлă литература тупса вуларăм.

Н.Белков çăвăр хуртсен пĕрремĕш çемйине Кĕтне юхан шывĕ хĕрринчи кивĕ арман çумĕнчи ватă йăмра çине чикмекпе хăпарса тытнă. Виçĕ килограмм таякан, вĕçĕмсĕр сĕрлекен хуп-хура чăмакка /рой/ пурака чăмтарнă та килне илсе килнĕ. Çапла пуçласа янă пыл ĕçне. Иккĕмĕшне, ыттисене вăрман тăрăхĕнче, хирте е çырма-çатрара тытнă.

— Чи пысăк чăмакка 6 килограмм тайрĕ! — аса илчĕ колхоз ветеранĕ. — Унта нумай пин хурт йăшăлтатрĕ. Çемьесен йышне çуллен çапла ÿстертĕмĕр. Хăш-пĕр çул амисене икĕ çемьене уйăрса йыша пайларăмăр. Хальхи вăхăтра темиçе теçетке çемье. Анчах пирĕн ялсем шутне çынна каламаççĕ. <...>

Утарçă мăшăрĕ Римма Алексеевна та — хурт-хăмăр «профессорĕ». Нумай çул пăхса вăл та ĕрчетме вĕренсе çитнĕ. Пирĕнпе калаçнă хушăрах упăшкине тÿрлетсе каларĕ. Ывăлне Сергее ку ăсталăх шăпах вĕсенчен куçнă. «Искра» ЯХПК председателĕ Александр Зайцев ăна хуçалăх утарне пăхма шаннă. <...> С.Белков утара хăех сыхлать. Унта ют çын пырса кĕреймест. Кĕме хăтлансан та вăрă çулне хаяр йытăсем пÿлеççĕ. <...> Тулли верси...

 

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.