Чăвашла вулама çăмăл-и?

23 Янв, 2018

Яланах çапла пулнă — тĕрлĕ ыйту тавра тавлашуллă калаçусем иртеççĕ. Халĕ вĕсен йышне чăвашсем хăйсен тăван чĕлхипе сахалрах калаçма пуçлани, чăваш кĕнекисене, хаçат-журналне çителĕксĕр вулани пирки сăмах ваклани хушăнчĕ.

Мана хальхи вăхăтра шкул ачисем чăвашла вулама килĕштерни е килĕштерменни ытларах кăсăклантарать. Ачасем чăвашла вулама юратаççĕ пулсан мĕнле жанрлă, хăш темăпа çырнă хайлавсене ытларах килĕштереççĕ? Чăвашла вулама юратмаççĕ тăк мĕншĕн кăмăлламаççĕ? Чĕлхи йывăр-и, теми кăсăклă мар-и, ÿнерçĕсем кĕнекене начар илемлетнĕ-и, хуплашки, хучĕ е шрифчĕ кăмăла каймасть-и?

Пĕлтĕрхи ака уйăхĕнче Етĕрне хулинче "Чăваш кĕнекине хальхи вăхăтра сарасси: йывăрлăхсем тата вĕсене татса парасси" темăпа тĕллевлĕ семинар иртрĕ. <...> Унта Етĕрне, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай тата Элĕк районĕсенчи библиотека ертÿçисем, чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем тата ЧНК хастарĕсем пынăччĕ. Семинара хутшăннисем <...> хула шкулĕсенче вĕренекен ачасем чăваш чĕлхине тĕплĕнрех ăса хывччăр тесе кĕнекесене икĕ чĕлхепе — вырăсла тата чăвашла — кăлармаллине, вĕсене илĕртÿллĕрех илемлетмеллине, пичет шрифчĕсене шултăрарах тумаллине, кĕнекесен хуплашкипе листисем валли пахарах хут хатĕрлемеллине каларĕç.

Вулавăш ĕçченĕсене чăвашла çырнă çĕнĕ кĕнеке сахал килни пăшăрхантарать. Çав вăхăтрах кун çути курнă кĕнекесем начар сутăннăран Чăваш кĕнеке издательствин кăларакан кĕнекесен тиражне чакарма тивнĕ. Издательствăн 2014-2017 çулсенчи тематика планĕсене тишкернĕ хыççăн мĕн калама пулать-ха? Тĕпрен илсен, тĕрлĕ çулти ачасем валли 96 тĕрлĕ кĕнеке кăларма палăртнă пулсан, вĕсенчен 72-шĕ 1-ер пин, 20-ĕшĕ — пилĕк çĕр, 4-шĕ пин çурă экземплярпа пичетленнĕ. Пирĕн республикăра 508 общество библиотеки тата шкулсенче 444 библиотека пуррине шута илсен çĕнĕ кĕнекесен тиражĕ çителĕксĕр. Тата ача сачĕсене шута илмелле, хальхи вăхăтра республикăри хуласемпе ялсенче вĕсен шучĕ 376. <...> Çаксене шута илсен çитĕнекен ăру валли чăвашла кĕнекесем илме кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрмалла, унсăрăн ăслă-тăнлă, таса кăмăл-сипетлĕ çын ÿстерме йывăр.

Халĕ Чăваш кĕнеке издательстви шкул çулне çитмен тата кĕçĕн çулти шкул ачисем валли çырнă кĕнекесене икĕ чĕлхепе кăларать. Юлашки 4 çулта кунашкал 18 кĕнеке пичетленчĕ. Семинарта çак çĕнĕлĕхе ырласа йышăнчĕç, вăтам тата аслă çулти шкул ачисем валли те çавăн йышши кăларăмсем кирлине палăртрĕç.

Асрах-ха, ЧР Журналистсен союзĕн правленийĕ "Чăваш Республикин массăллă информаци хатĕрĕсен хальхи вăхăтри продукцийĕн пахалăхĕ" темăпа социологи тĕпчевĕ ирттернĕччĕ. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх, "Хыпар" хаçата респондентсен 27 проценчĕ — яланах, çавăн чухлех çын хутран-ситрен вуланине пĕлтернĕ. "Тăван Атăл" журнал пирки кăтартусем çапларах: 17 тата 25 процент. Чăваш кĕнеке издательстви кăларакан кĕнекесен ăсталăхпа шухăш тарăнлăхĕн шайне çынсен 30 проценчĕ "пысăк", 47 проценчĕ — "лайăх", 23 проценчĕ "вăтам" тесе хак панă. Пахалăх енчен кĕнекесене ыйтăма хутшăннисен 35 проценчĕ "пысăк", 52 проценчĕ — "лайăх", 13 проценчĕ "вăтам" шайра тенĕ.

Социологи ыйтăмне хутшăннă çынсенчен 41 проценчĕ çав тапхăрта пĕр хаçат-журнал та çырăнса илмен, 1 экземпляр — 13 процент, 2 экземпляр — 20 процент, 3 экземпляр — 17 процент, 4 экземпляр — 7 процент, 5 экземпляр 2 процент çырăнса илнĕ. "Юлашки вăхăтра Чăваш кĕнеке издательстви кăларнă миçе кĕнекене туяннă эсир?" ыйтăва çапла хуравланă: 28 проценчĕ — 1 кĕнеке, 24 проценчĕ — 2 кĕнеке, 7 проценчĕ — 3 кĕнеке, 2 проценчĕ — 4 кĕнеке. Респондентсенчен 39 проценчĕ пĕр кĕнеке те туянман.

Семинара хутшăннисем <...> республикăра писательсен темиçе союзĕ пулнине сивлерĕç, чăваш чĕлхин орфографийĕпе сăнав тума чарăнмаллине, унпа республикăри пур массăллă информаци хатĕрĕн те, уйрăмах хаçатсемпе журналсен редакцийĕсен, пĕр пек усă курмаллине асăнчĕç.

Шухăша пĕтĕмлетсе çапла каламалла: ачана чăвашла вулама çăмăлли е йывăрри нумай сăлтавран килет. Пурте килĕшеççĕ пулĕ: ашшĕ-амăшĕ ачисемпе тăван чĕлхепе калаçсан, чăваш хаçат-журналне çырăнсан, тăван чĕлхепе кăларнă кĕнекесене туянса вуласан, ача садĕнче тата шкулта чăваш чĕлхипе анлăрах усă курма ертÿлĕх майсем ытларах туса парсан, паллах, ачасем чăвашла чиперех калаçма, вулама пултарĕç. <...> Тулли верси...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.