«Счетоводра ĕçлесен те фуфайкăпа, çăпатапа çÿреттĕм»
Сухалсăр Петĕр мăнукĕ
— Ревокат Прохорович, пĕрремĕш заметкăна эсир 81 çул каяллах çырнă. Мĕн çинченччĕ вăл?
— Вăл 1936 çулта «Пионер сасси» хаçатра «Кроликсене шефа илнĕ» ятпа пичетленнĕччĕ. Пирĕн шкулта кроликсем усратчĕç. Эпир дежурнăй пулсан йывăç турачĕ пухса, курăк татса килсе вĕсене тăрантараттăмăр. Пĕррехинче учительница хаçатпа çыхăну тытасси пирки калаçу пуçарчĕ. Пире «Пионер сассине» тата район хаçатне заметкăсем ярса пама сĕнчĕ. Стена хаçатне унчченех çырса тăнă-ха эпĕ. Çапла пуçланчĕ манăн калемçĕ ĕçĕ. Эпĕ хресчен çемйинче çуралнă.