Каяшран – тупăш
Кил хуçи хĕрарăмĕсенчен чылайăшĕ апат хатĕрленĕ хыççăн пахчаçимĕç юлашкине, çав шутра сухан хуппине те, çÿп-çаппа пĕрле тухса тăкать. Çапла тумашкăн сĕнмен пулăттăм.
Асăннă каяш Менделеев таблицин чылай элеменчĕпе пуян: унăн тытăмĕнче кальци, кали, марганец, магни, тимĕр, пăхăр, селен, хром, бор тата ытти пур.
Пире, сад ĕрчетекенсемпе пахчаçăсене, чи малтанах сухан хуппипе çĕр ĕçĕнче усă курасси интереслентерет. Ăсчахсем çирĕплетнĕ тăрăх — унăн вĕретнĕ шывĕ тата шÿтернĕ хыççăнхи шĕвекĕ патогенлă микрофлорăна пĕтерет тата ÿсентăрана микроэлементсемпе пуянлатса ÿсме пулăшать.
Эрешмен çиппин сăвăсĕпе кĕрешмешкĕн 200 грамм шĕвеке 10 литр шывпа хутăштарса 4-5 кун лартмалла. Сăрăхтарнă хыççăн ÿсентăрана 5 кун урлă пĕрĕхтерсе тăмалла.
Пахчаçимĕç пыйтине пĕтермешкĕн сухан хуппине çур витре илсе вĕри шыв тултармалла, пĕр талăкран сăрăхтармалла, икĕ хут ытларах шывпа хутăштармалла та ÿсентăрана пĕрĕхтермелле. Çакнашкал хутăшпа баклажана, çĕрулмине колорадо нăрринчен те хÿтĕлеме пулать.
Улма хурчĕпе кĕрешмешкĕн улмуççи çеçке çурса тăкнă хыççăн тата çу каçипех кашни 7 кун иртсен асăннă шĕвекпе имлеме юрать.
Сăрăхтарнă хыççăн юлнă сухан хуппи — пахалăхлă мульча. Типĕ хуппа çĕр çырли лаптăкне сарма юрать — сăтăрçă-кăпшанка пĕтерет.
Вĕтетнĕ хупăпа пахчаçимĕçпе улма-çырлана чылай вăхăтлăх упрама хунă чухне усă кураççĕ: панулмине е грушăна полиэтилен миххе тултарса вĕтетнĕ хутăш сапаççĕ, упрама сарса хунă тымарçимĕçе те çапла майпах хÿтĕлеççĕ.
Сăмах май, çăмарта хуппи те хуçалăхра усă кÿрет: вĕтетсе типĕтнĕ хутăшпа ÿсентăрана апатлантарма юрать.
Унсăр пуçне ăна вĕтетнĕ хуçалăх супăнĕпе хутăштарса савăт-сапа тата противень тасатма меллĕ. Вĕтетнĕ хупă тултарнă хутаçа кĕпе çăвакан машинăн барабанне вырнаçтарсан /кун пек чухне çумалли порошок кăшт кăна кирлĕ/ кĕпе-йĕм лайăх тасалать.
Консервăран пушаннă шăвăç савăта кăларса пăрахма ан васкăр: хуппине тирпейлĕн касса илнĕ хыççăн ăшне çуса тасатмалла та тип çу сĕрмелле — кекс пĕçермелли ансат та йÿнĕ савăт хатĕр те /унта çурри таран хатĕр чуста тултармалла/.
Зоя ДЕМЬЯНОВА.
Çĕнĕ Шупашкар хули.
Комментировать