«Счетоводра ĕçлесен те фуфайкăпа, çăпатапа çÿреттĕм»

10 Фев, 2017

Сухалсăр Петĕр мăнукĕ

— Ревокат Прохорович, пĕрремĕш заметкăна эсир 81 çул каяллах çырнă. Мĕн çинченччĕ вăл?

— Вăл 1936 çулта «Пионер сасси» хаçатра «Кроликсене шефа илнĕ» ятпа пичетленнĕччĕ. Пирĕн шкулта кроликсем усратчĕç. Эпир дежурнăй пулсан йывăç турачĕ пухса, курăк татса килсе вĕсене тăрантараттăмăр. Пĕррехинче учительница хаçатпа çыхăну тытасси пирки калаçу пуçарчĕ. Пире «Пионер сассине» тата район хаçатне заметкăсем ярса пама сĕнчĕ. Стена хаçатне унчченех çырса тăнă-ха эпĕ. Çапла пуçланчĕ манăн калемçĕ ĕçĕ. Эпĕ хресчен çемйинче çуралнă. Вăл вăхăтра йăлана кĕнĕ пулсан та пирĕн асатте Петр Афанасьевич ыттисем пек сухал ÿстермен. Çавăнпах ăна «Сухалсăр Петĕр» тенĕ. Пысăк çемье пулнă вĕсен. Мăшăрĕпе Марийăпа 5 ывăлпа 3 хĕр пăхса ÿстернĕ. Ывăл йышлă пулнăран çĕр нумай панă. Çавăнпа начар пурăнман. «Хăçан тырă пĕтĕ-ши? Капла пире атте пĕрре те çĕнĕ тырă çитермест», — тенĕ-мĕн ывăлĕсем. Атте Прохор Петрович 1885 çулта çуралнă, патша çарĕнче службăра пулнă хыççăн 1910 çулта авланнă. Кÿршĕ ял хĕрне Агреппина Ивановнăна качча илнĕ. 1912 çулта хĕр — Мария — çуралнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçлансанах аттене вăрçа илсе кайнă. Малтанхи çапăçурах палăрнă вăл, Георгий хĕресне тивĕçнĕ. Кайран тыткăна лекнĕ. 1920 çулхи раштав уйăхĕнче кăна таврăннă. Атте Германире тыткăнра пулнă чухне ăнсăртран хамăр ял каччине тĕл пулнă. «Яла таврăнсан, ача çуралсан сана кум тăватăп», — шантарнă ăна атте. Чăн та, Романа манăн хреснатте тунă.

— Ревокат — питĕ сайра тĕл пулакан ят.

— «Ялта çук ят хуратăп», — тенĕ атте эпĕ çуралсан. Ревокат ят тупнă вара. «Пĕчĕк чухне сана Рекушка тесе чĕнеттĕмĕр», — аса илетчĕ атте. Кайран кам мĕнле чĕннĕ ĕнтĕ: Рева та, Ревик те. Эпĕ шкула кайичченех вулама вĕреннĕ. Аттен шăллĕ Шупашкарта почтамтра телеграфистра ĕçлетчĕ, мана пĕрмаях журналсем илсе килсе паратчĕ. Атте нумай пурăнман, эпĕ улттăра чухнех çĕре кĕнĕ. Вунтăваттăра чухне аннене те юлашки çула ăсатрăмăр. Эпир, виçĕ пĕртăван, тăлăха юлтăмăр. Сăмах май, асаттепе асаннене те курман эпĕ. Шкулта тăрăшса, лайăх вĕренеттĕм. «Весьма хорошо» тесе çырса паратчĕ мана учительница. 7 класс пĕтернĕ хыççăн Ишлейри вăтам шкула вĕренме кĕтĕм. Пĕр уйăх пĕлÿ илнĕ хыççăн 150 тенкĕ тÿлемелле турĕç. «Эпĕ тÿлейместĕп», — терĕ аппа. Мĕн тăвăн? Пăрахма тиврĕ. Вара колхозра ĕçлеме пуçларăм. Лашапа çÿреттĕм, тислĕк турттараттăм. Пĕрех вĕренесси пирки ĕмĕтленеттĕм. Шухăша сиснĕ пекех, колхоз правленийĕнчен мана райколхоз шкулне счетовода вĕренме çулталăклăх курса ячĕç. Лайăх вĕреннĕшĕн «Колхоз бухгалтерĕ» ят пачĕç. 5 уйăх пĕлÿ илнĕ хыççăн хамăр колхозра практикăра пултăм. 1939 çулта вĕренсе пĕтертĕм те колхозра ĕçлеме пуçларăм. Лайăх вĕреннĕшĕн мана хаçат та çырăнса пачĕç. 1939 çулта комсомола илчĕç. Стена хаçачĕн редакторĕ пулма шанчĕç. Уйăхне икĕ номер кăлараттăмăр. Счетоводра ĕçлесен те фуфайкăпа, çăпатапа çÿреттĕм. «Манăн укçаллăрах çĕре ĕçлеме каясчĕ те, тумланаймастăп вĕт, çăпатапа çÿретĕп», — терĕм председателе пĕр-икĕ çул ĕçлесен. «Кайиччен хăв вырăна пĕр çамрăка вĕрентсе хăвар»,— сĕнÿ пачĕ вăл. Каланă — тунă, 1941 çулхи çу уйăхĕнче Шупашкарти çăкăр заводне ĕçе кĕтĕм. Каярахпа мана счетовод-кассиртан бухгалтера куçарчĕç.

— Унтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă.

— Çара илсенех 1-мĕш çыхăну полкне лекрĕм. Пире кĕçĕн командирсем пулма хатĕрлерĕç. Хĕвеланăç фронтĕнче пултăм. Ротăра 152 çынччĕ. Унтан пире уйăрчĕç. 25-ĕн стрелоксен 324-мĕш дивизине лекрĕмĕр. Вăл Шупашкарта 1941 çулта йĕркеленнĕ. Малтан миномет дивизийĕнче телефонистчĕ. 1942 çулхи юпа уйăхĕнче стрелоксен полкне куçарчĕç. Телефонист ĕçне хĕрсене шанса пачĕç те пире çапăçу хирне ăсатрĕç. Мана «Боевой листок» кăларма шанчĕç. Ăна чи лайăххи тесе пĕрре кăна мар палăртнăччĕ. Ефрейтор званиллĕ те пултăм. Вăрçăра нумай çапăçăва кĕнĕ. Тĕлĕнеттĕм: мана пуля та, снаряд ванчăкĕ те лекместчĕ. 1943 çулхи утă уйăхĕнче пирĕн дивизи Курск çапăçăвне кĕчĕ. Рота командирне амантрĕç. Çĕрле тепĕр вырăна илсе кайрĕç. Ирхине çĕнĕ командир çитрĕ. «Темĕнле персен те выртмалла мар, хушсан утмаллах. Аманмасăр выртакана хам персе пăрахатăп», — терĕ вăл. Эпĕ командир çумĕнче чупатăп... Шурлăхлăрах вырăнта минăсем хурса, йĕплĕ пралук карса тухнă. Малта чупакансем сирпĕне-сирпĕне кайрĕç. Рота командирĕ пĕрех малалла тапăнса кайма хушу пачĕ... Мана вара çыхăнупа тивĕçтерме хушрĕ. Çавăн чухне амантрĕç. Чупнă чухнех пуç пĕçерсе кайрĕ. «Пĕтрĕм!» — мĕлтлетрĕ пуçра шухăш. Кăнтăрла иртни икĕ сехетре кăна тăна кĕнĕ. Мана пуçран кăна мар, алăран та лектернĕ. Госпитале илсе кайрĕç, каçхине операци турĕç. Тĕрлĕ госпитальте сипленнĕ хыççăн 1944 çулхи кăрлач уйăхĕнче яла таврăнтăм.

Йĕлтĕр çине 22 хут тăнă

— Калăр-ха: Каçал тăрăхне епле лекнĕ эсир?

— Вăрçăран таврăнсан мана счетовода лартрĕç. Çулталăка яхăн ĕçлесен комсомол райкомне чĕнтерчĕç. Унта Ишлей районĕн банк управляющийĕ пынă. «Эпир сана Шупашкара банкра ĕçлеме вĕренмешкĕн ятарлă курса ярасшăн», — терĕ вăл. Килĕшрĕм. Лайăх вĕреннĕрен пире, вăрçăран аманса таврăннă 5 арçынна, «Аслă кредит инспекторĕ» ят пачĕç. Пĕр тапхăр — Ишлейре, каярахпа Перекет банкĕн Нурăсри уйрăмĕнче вăй хутăм. Унтан мана вăхăтлăх тесе Комсомольскинчи уйрăма ячĕç. Эпĕ, тĕрĕссипе, унта аякра тесе каясшăнах та марччĕ. Каярахпа Шупашкарти банка та ĕçлеме чĕннĕччĕ. «Пĕрмай куçса çÿреместпĕр», — хирĕçлерĕ мăшăр. Комсомольскинче хăнăхнăччĕ ĕнтĕ. «Атя, «Коммунизм ялавне» ĕçлеме, вырăн пур», — тенĕччĕ Михаил Якимов тĕп редактор Каçал тăрăхне килсен. Каймарăм. Ун чухне ачасен шкула кайма вăхăт çитнĕччĕ. Комсомольски салинче 1957 çултанпа, 60 çул ĕнтĕ, пурăнатăп. Маншăн вăл иккĕмĕш тăван кил пулса тăчĕ. Банк управляющийĕнче чĕрĕк ĕмĕр ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрăм.

— Çемйĕр пирки те пĕлес килет.

— 1949 çулта Любовь Григорьевнăпа çемье çавăртăмăр. 4 ача пăхса ÿстертĕмĕр. Шел, Александр пурнăçран сарăмсăр уйрăлчĕ. Мăшăрăм та 1991 çулта яланлăхах куçне хупрĕ. 3 мăнук, мăнуксен 3 ачи манăн. Хĕрĕмпе Людмилăпа пурăнатпăр. Вăл фельдшерта ĕçлесе пенсие тухрĕ, халĕ мана пăхать. Питĕ хăйнеевĕр хĕрачаччĕ. «Атте, лавккара пĕремĕксем йĕреççĕ пулĕ. «Люççа пире çиесшĕн», — теççĕ пулĕ», — каланăччĕ вăл пĕррехинче банкран таврăнсан...

— Ревокат Прохорович, 95 çул арçыншăн нумай-и, сахал-и?

— Хама 95-ри пек туймастăп-ха. Сахал та мар, нумаях та мар пек. Пурăнма пулать пуль-ха тата. Эпĕ сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшатăп. Куллен çур сехет зарядка, массаж тăватăп. Стадионта, вăрманта йĕлтĕрпе ярăнатăп. Кăçал йĕлтĕр çине 22 хутчен тăтăм. Кашнинчех икшер çухрăм çÿретĕп. Ытти çулта 3-4-шар çухрăма та парăнтараттăм. Диетăна пăхăнатăп. Пахчаçимĕç, типĕтнĕ улма-çырла, хура слива, иçĕмпе курага, пыл çиетĕп. Пирус туртмастăп. Эрех-сăрапа та иртĕхмен. Хĕрĕмпе сывлăха упрама вĕрентекен ятарлă хаçатсем çырăнса илетпĕр. Çуллахи вăхăтра пахчара ĕçлетпĕр. Хамăр туса илнĕ пахчаçимĕçе çиетпĕр. Маларах шыв хĕрринче пулас тесе пулла çÿреттĕм. Унта уçă сывлăш, кислород ытларах. «Шыв хĕрринче тĕпленнĕ çынсем нумай пурăнаççĕ», — тени тĕрĕсех. «Хыпар» хаçатпа 50 çул ытла çыхăну тытатăп. Ăна ĕмĕр тăршшĕпех çырăнса илетĕп. Унсăр пуçне «Сывлăх» хаçатпа «Капкăн» журнал та килсе тăраççĕ. Ĕçлеме пăрахсан эпĕ общество ĕçне хастар хутшăннă. Ветерансен канашĕн председателĕнче 2000 çулччен вăй хутăм.

— Çур ĕмĕр каяллипе танлаштарсан «Хыпар» улшăннă-и?

— Ĕлĕк те аванччĕ, паян та интереслĕ. Маларах хам та нумай çырнă. Калавсем те хайлаттăм. Халĕ те чун ыйтнипе алла ручка тытатăп. Нумаях пулмасть «Шарпаш ялĕ тата унăн çыннисем» очерк çырса пĕтертĕм. Автобиографиллĕ очерк та шăрçаларăм. Хам хыççăн йĕр хăварма кирлĕ пулĕ терĕм. Хаçатра пурнăç çинчен, культурăпа воспитани ыйтăвĕсемпе çырнă статьясене ытларах вулас килет. Çынсене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхтармалла. Сывлăха упрамалла. Ĕçекен нумайланни кулянтарать мана. Ĕлĕк наркомансем пачах пулман. Ун пек амак пирки пĕлмен те эпир.

Оптимист

— Паян вăхăта епле ирттеретĕр?

— Эпĕ тахçантанпах ĕнтĕ салари библиотека çумĕнчи ветерансен «Шанчăк» клубĕн хастар членĕ. Эпир унта юрлатпăр та, ташлатпăр та. Вулакансен конференцийĕсене, тĕлпулусем ирттеретпĕр.

— Ятăр хăвăра килĕшет-и?

— Кăмăла каять темелле. Авалхи ят. Аннепе Хыркасси чиркĕвне кайсан пуп йышăнмасть. "Кун пек ят çук", — тет. Анне ятне пачăшкă хунă тесе хирĕçлерĕ. Хайхи пуп ĕненмерĕ, алтаре кĕрсе кайрĕ. Шыраса тупнă хайхи... Астăватăп-ха: комсомола кĕнĕ чухне комсомол организацийĕн секретарĕ Дарья Михайловна та ман ятран тĕлĕннĕччĕ. «Кун пек ят илтмен», — тенĕччĕ. Пĕррехинче, вăл хăйсен ял тăрăхĕн администрацийĕнче вăхăтлăха ĕçленĕ чухне, пĕрисем кÿршĕллĕ Мăн Маркаран ачана ят çыртарма килнĕ. «Эпĕ çĕнĕ ят пĕлетĕп. Çавна çыртарăр», — сĕннĕ хĕрарăм. Ревокат ят хунă вара. Килĕнчисем ята Дарья Михайловна тупса панине пĕлсен «антихрист, комсомол» тесе вăрçса пĕтернĕ. Ятне пĕрех улăштарман, ачана Рева тесех чĕннĕ. Перекет банкĕнче ĕçленĕ чухне çĕнĕрен килекен ĕçтешсем манăн ята тÿрех астуса юлаймастчĕç. «Ревокат Прохорович» тесе хут çине çырнине хам та пĕрре кăна мар курнă...

— Мĕнле ĕмĕтпе пурăнатăр?

— Ĕмĕт малаллах. Тата пурăнас килет, чир-чĕр каялла туртать пулсан та. Эпĕ оптимист. Вăрçăра та парăнман. Шăпа çăмăл пулман. Асатте-асанне ăшшине туйман. Аттесĕр ÿснĕ. Аннепе те нумаях пурăнайман. Тăлăха юлсан çăкăрсăр ларни те пулнă. Пĕррехинче тата ĕне вилсе выртрĕ... Укçа тăвас тесе кукăль, ыхра сутма çÿреттĕмĕр. Вăрçă вăхăтĕнче те нуши нумай пулнă. Телее, вилмелле аманман. Чылай хушă мăшăрсăр пурăнма тиврĕ. Арăм 66-рах вилчĕ. Эпĕ ун чухне утмăл тăххăртаччĕ. Пĕлĕшĕмсем авланма сĕннĕччĕ. Ачасем авлантарасшăнах пулмарĕç... Пĕрех хама телейлĕ теме хăятăп.

— 100 çула çитмеллех!

— Çитме хирĕç мар та, анчах... 100 çула çитме йывăр. Юрать, Санкт-Петербургра пурăнакан хĕрĕм, вăл аслă категориллĕ врач, хаклă эмелсем, витаминсем ярса парать. Кăмăлăм лайăх паян. Юбилее район центрĕнчи кафере тăвансене, ĕçтешсене, юлташсене, ветерансене, кÿршĕсене пухсах ирттересшĕн.

— "Хыпар" коллективĕ вăрăм ĕмĕр, пултарулăхра çитĕнÿсем, çирĕп сывлăх сунать сире.

— Тавах!

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.