Архив - 17 Мар, 2015 - Хыпар

17 Мар, 2015

Темĕн те тÿснĕ, çапах шăпине ÿпкелемен

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, Тăван çĕршыв вăрçин I тата II степеньлĕ орденĕсен, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ Севастиан Михайлович Архипов пурнăçĕнче хура-шурне пайтах курнă, темĕн те тÿссе-чăтса ирттернĕ, çапах чунĕ чурăсланман унăн, ыррине шанма пăрахман.

17 Мар, 2015

"Кăмака хутар та сĕрĕм кăларар. Сисмĕпĕр те - вилĕпĕр", - терĕ анне

Тăван сĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче арçынсем çемйисемпе, тăванĕсемпе сывпуллашса çапăçăва тухса кайнă пулсан, вĕсен арăмĕсемпе пĕчĕк ачисем калама çук йывăр пурнăçа тÿссе вăрçă вĕçленессе, мăшăрĕсем-ашшĕсем çĕнтерÿпе таврăнасса кĕтнĕ.

17 Мар, 2015

Курăк шывĕ сиплĕрех

Телевизор экранĕнче реклама пуçлансанах Анна аппа пурне те манса ун умне çывхарать. «Çынсен сывлăхĕшĕн мĕн тери тăрăшаççĕ, - тет пĕчĕк ача евĕр хĕпĕртесе. - Эмелĕ лайăх пулас. Хакне пăхса тăмăп - туянатăп». Ÿслĕк ерсенех сĕннине илме аптекăна çул тытнă.

Кинемей 3 кил урлă пурăнакан Марьепе туслă. «Çамрăк» пенсионер ăна пахчара ĕçлеме те, кирлĕ чухне укçа кивçен парса та пулăшать. Ара, Марье нухратне кÿршинчен ытларах илет.

Пĕр ирхине вăл Аннан картишне юртан тасатма пычĕ. «Эсĕ каллех реклама пăхатăн-и? Унран мĕн усси пур»? - терĕ.

Страницы