"Кăмака хутар та сĕрĕм кăларар. Сисмĕпĕр те - вилĕпĕр", - терĕ анне

17 Мар, 2015

Тăван сĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче арçынсем çемйисемпе, тăванĕсемпе сывпуллашса çапăçăва тухса кайнă пулсан, вĕсен арăмĕсемпе пĕчĕк ачисем калама çук йывăр пурнăçа тÿссе вăрçă вĕçленессе, мăшăрĕсем-ашшĕсем çĕнтерÿпе таврăнасса кĕтнĕ.

Асаплă, нушаллă ÿснĕ ачасен, халĕ ĕнтĕ вĕсем 70-тен те, 80-ран та иртнĕскерсем, çав вăхăт йăлтах манăçтармалла пек, пĕрех мĕн тÿсни, чăтни чунĕсенчен тухмасть. Паянхи пек астăваççĕ.

- Вăрçă пуçланнă çул эпĕ çиччĕ тултарса саккăра кайнăччĕ. Паянхи пек астăватăп июнĕн 22-мĕшĕнче пирĕн Аксу ялне хура тискер пĕлĕт хупăрласа илнине. Вăл кун хĕвеллĕ, питĕ уяр çанталăкчĕ. Анчах та "Вăрçă пуçланнă!" тенĕ хăрушă хыпар çутă куна йăлтах хупласа хучĕ. Урамра çынсем хĕвĕшеççĕ, ушкăнăн-ушкăнăн пуçтарăнса пăшăрханса калаçаççĕ, ахлатаççĕ, йĕреççĕ... - аса илет Тутар Республикине кĕрекен Анат Кама хулинче пурăнакан, "Тамаша" театра ертсе пыракан Наталья Зотеева. - Каласа пама йывăр, куççуль тухать.

Çак кунтан ял халăхĕ арçынсене пĕрин хыççăн теприне вăрçа ăсатма тытăнать. Вăрçăччен Наталья Александровнăн ашшĕ ял Совечĕн председателĕ пулнă. Çавăнпа ăна кĕркунне кăна илсе кайнă фронта.

Н.А.Зотеевсен çемйи пысăк пулнă - саккăрăн: ашшĕпе амăшĕ, аслашшĕпе асламăшĕ, ашшĕпе пĕртăван Марье аппăшĕ, пиччĕшĕ Николай, Наталья Александровна хыççăнхи Нинапа Шура, пиллĕкмĕшĕ - Зоя - хырăмра кăна пулнă-ха. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.