Архив - 13 Ноя, 2015 - Хыпар

13 Ноя, 2015

«Эсĕ професси суйлатăн»

Профориентатор-волонтерсен 2015 çулхи акцийĕн пĕтĕмлетĕвĕсем

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн, ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин, ЧР Ял хуçалăх, ЧР Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствисемпе тунă Килĕшÿсем тăрăх республикăри район-хулара кăçалхи юпа уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче профориентатор-волонтерсен «Эсĕ професси суйлатăн» акцийĕ иртрĕ.

13 Ноя, 2015

Аскăн-тĕскĕншĕн Бойков та явап тытнă

«Хыпарăн» юн кунхи номерĕнче «Мунча» статья пичетленчĕ. Вăйпитти çамрăксен ушкăнĕ 1970 çулсен пĕрремĕш çурринче Шупашкарти 5-мĕш стройтрестăн «санпропускникĕнче» 30 хĕрпе хĕрарăма /суд çирĕплетни çеç/ мăшкăллани çинчен çырса кăтартнă унта. Партипе совет органĕсен ветеранĕ Алексей БОЙКОВ мунча историйĕпе тĕплĕнрех паллашма пулăшрĕ. Республика ертÿçисенчен пĕри Семен Ислюков çинчен кăсăклине каласа пачĕ.

13 Ноя, 2015

Шăпана хамăр çыратпăр...

«Тăван çĕршыва таса чун-чĕрепе юратакан çын, унăн ырлăхĕпе тăнăçлăхĕшĕн ĕçлесе пурăнакан, патшалăха усă кÿрессишĕн тăрăшакан гражданин - чăн-чăн патриот», - çирĕплетет Юрий Спиридонов кинорежиссер, актер, каскадер, продюсер.

13 Ноя, 2015

Михаил Сироткин пехилĕ

Эпĕ Элĕк районĕнчи Тури Вылă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Кÿршĕре Чăваш халăх писателĕ Александр Артемьевсен çемйи пурăнатчĕ. Александр Артемьева ялта «Санькка» тетчĕç. Вăл кашни кун атте патне каçатчĕ. Иккĕшĕ те - вăрçă салтакĕсем, шăкăл-шăкăл калаçатчĕç. Санькка пичче хăйĕн пĕрремĕш «Ан авăн, шĕшкĕ» кĕнекине аттене ырă сунса парнелерĕ.

13 Ноя, 2015

Енĕш Нăрвашсен чăвашлăхĕ

Ачасем паян ялсенче те вырăсла калаçса ÿсни пирки нумай калаçаççĕ. Питĕ шухăша ярать ку мана. Чăнах та çаплах-ши? Нивушлĕ тăван чĕлхерен писсе пыратпăр? Çак ыйтусен хуравне тупас тĕллевпе Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваша çитсе килтĕм.

Страницы