Енĕш Нăрвашсен чăвашлăхĕ
Ачасем паян ялсенче те вырăсла калаçса ÿсни пирки нумай калаçаççĕ. Питĕ шухăша ярать ку мана. Чăнах та çаплах-ши? Нивушлĕ тăван чĕлхерен писсе пыратпăр? Çак ыйтусен хуравне тупас тĕллевпе Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваша çитсе килтĕм.
Енĕш Нăрваш «Ырă сунса кĕтетпĕр» тесе çырнисемпе кĕтсе илчĕ. Яла пырса кĕнĕ çĕрте куç тĕлне хитре стенд пулчĕ. Унта чăваш наци тумне тăхăннă чипер пике килен-каяна çăкăр-тăварпа кĕтсе илет. Ялти шкул та, историпе таврапĕлÿ музейĕ те «Ырă сунса кĕтетпĕр» тенипех тараватлăн кăчăк туртать. Ав, «Культура çурчĕ» тени те аякранах курăнать. Çĕкленÿллĕ кăмăлпа уçатăп Культура çурчĕн алăкне. «Енĕш Нăрваш ялне - 450 çул», «Тăван ялăм - савнă ялăм», «Çунатлă çамрăклăх», «Вĕсем çĕнтерĕве çывхартнă» тенисене вулатăп. Кунтах - Чăваш Республикин Гимнĕ, Гербĕ. К.В.Иванов çулталăкне халалланă кĕтес те пур.
Иккĕмĕш хута хăпаратăп. Енĕш Нăрвашсем сывă пурнăç йĕркине пăхăнаççĕ. «Пирĕн сывлăх - чи хакли» стенда та аванах пысăк вырăн уйăрнă. Малалла «Пирĕн пултарулăх» ятлипе паллашатăп. «Халăх театрĕ», «Саймал» ушкăн, «Пучах» агитбригада, «Тĕпел» ушкăн, «Сарпике» фольклор ушкăнĕ... Чăн та, мĕн кăна çук кунта! Тепĕр тĕлте, ав, «Ачасемпе çапла ĕçлетпĕр» тесе çырса хунă. Пĕтĕмпех чăвашла. Чунăм хĕпĕртерĕ.
- Хăвăрах асăрхарăр ĕнтĕ - пирĕн тем тĕрлĕ ушкăн та, темĕнле кружок та пур. Мероприятисене те чăвашлах ирттеретпĕр. Ытларах чăваш юррисене юрлатпăр. Ялта фольклор ушкăнĕ тахçанах пулнă. Маларах ăна «пултарулăх ушкăнĕ» тенĕ. 2006 çулта вара «Сарпи» ят патăмăр. Унта паян вăтăра яхăн çын çÿрет. Ытларахăшĕ - аслă ăрурисем. Çав вăхăтрах çамрăксене те явăçтарма тăрăшатпăр. «Тĕпел» ушкăна вара ваттисем, ветерансем кăмăлласах çÿреççĕ. Вĕсем ĕлĕкхи юрăсемпе халăх умне тухнисĕр пуçне тăтăшах библиотекăра пухăнаççĕ. Алĕç тăваççĕ: çыхаççĕ, тĕрлеççĕ, ăсталăх сехечĕсем йĕркелеççĕ. «Тĕпел» ушкăнсăр пĕр мероприяти те иртмест. Хамăр «лаçра» кĕштĕртетнипе кăна çырлахмастпăр, районсенче, республикăра ирттерекен фестивальсемпе конкурссене хутшăнса хамăр пултарулăхпа паллаштаратпăр. Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа Канашра йĕркеленĕ «Укăлчаран тухрăм та - тайăлтăм» фестивальте çĕнтертĕмĕр. Унта салтак ăсатнин йăли-йĕркине туллин кăтартрăмăр. Шупашкартан вара II степень дипломпа таврăнтăмăр. Культура çурчĕн заведующийĕ Екатерина Кузнецовăн пуçарăвĕпе фольклор ушкăнне çÿрекенсем сцена çине авалхи çипуçпа тухаççĕ. Екатерина Павловна килĕрен-киле çÿресе тĕртнĕ пир кĕпесене пухрĕ. Пĕрешкел пултăр тесе саппунĕсене те йăлт хăй çĕлерĕ. Урана тăхăнма чăлт шурă нускисем çыхрăмăр, çап-çут калушсем туянтăмăр. Халăх театрĕ те аван ĕçлет. Чăваш спектаклĕсене лартатпăр. Халăх камитсене юратать. Театр кунне Е.Никитинăн «Хавруç инке чирленĕ» спектакль лартрăмăр. «Шăпа» ятлă драмăна та халăх умне кăлартăмăр. Унта ачасемпе, çамрăксемпе пĕрле 40 ытла çын та хутшăнчĕ пулĕ, - паллаштарать ялти Культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕн режиссерĕ Зоя Васильева. Малалла вулас...
Комментировать