Архив - 1 Авг, 2014 - Хыпар
Кук тĕрриллĕ пит
Нумайăшĕ пит çинчи кук тĕррине /веснушки/ кăмăлламасть. Çавăнпа та ансат маскăсем вĕсене тĕксĕмлетме, пите çĕнĕ сăн кĕртме пулăшĕç.
Чи ансатти вăл - хăяр тата лимон сĕткенĕпе пите сăтăрни. Анчах асра тытмалла, икĕ чей кашăк лимон сĕткенне çур стакан шывпа хутăштармалла. Пите кунне икĕ хутчен çак шĕвекпе сăтăрмалла.
Фиалка "шыва кĕрет"
Хăш-пĕр чечекçĕ фиалкăна пачах та шывпа пĕрĕхме, çулçисене тасатма юрамасть тесе шухăшлать пулĕ. Анчах та çулçăсене тасатмасассăн унăн тĕклемес кăшăркка çулçи тусанпа витĕнет, чечек лайăх сывлайманнипе чирлеме пултарать. Çавăнпа фиалкăна "шыва кĕртни" пачах та сиенлĕ мар, усси вара куç кĕретех тесе шухăшлатăп.