Комментировать

1 Авг, 2014

Кук тĕрриллĕ пит

Нумайăшĕ пит çинчи кук тĕррине /веснушки/ кăмăлламасть. Çавăнпа та ансат маскăсем вĕсене тĕксĕмлетме, пите çĕнĕ сăн кĕртме пулăшĕç.

Чи ансатти вăл - хăяр тата лимон сĕткенĕпе пите сăтăрни. Анчах асра тытмалла, икĕ чей кашăк лимон сĕткенне çур стакан шывпа хутăштармалла. Пите кунне икĕ хутчен çак шĕвекпе сăтăрмалла.

Хĕренпе пан улмине те маска вырăнне усă курма юрать. Вĕсене теркăпа хырмалла та хатĕр хутăша 15 минутлăха пит çинче хăвармалла.

Кишĕр сĕткенĕпе пите сăтăрни те кук тĕррисен шутне чакарма пулăшать.

Пылпа лимон маски те кук тĕррине пĕтерме юрăхлă. Пĕр лимон сĕткенне икĕ апат кашăкĕ пыл ярса пăтратмалла. Икĕ марля татăкĕ хатĕрлесе хурăр. Малтан пĕр татăкне çав хутăшра тытăр, кайран теприне. Унтан черетпе çак маскăна пит çине хумалла. Кашнине 10 минут тытмалла. Вара ăшă шывпа пите çăвăр. Эрнере икĕ хутчен кунашкал маска тума юрать.

Пите шуратма петрушка сĕтке­нĕ аван пулăшать. Вĕтетсе туранă ешĕл çимĕçе вĕри шыва ярса лартăр. Сивĕнсен унпа пите кунне пĕр-икĕ хутччен сĕрĕр. 2-3 уйăх çакăн пек сĕткенпе «сипленсен» кук тĕрри сахалланать.

Темле пулсан та, кашни çын хăйне майлă илемлĕ. Пит çинчи кук тĕрри пуррисене вара хĕвел ытларах юратать теççĕ... Куншăн савăнмалла çеç.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.