Ыхра кăларма вăхăт

1 Авг, 2014

Ыхрана вăхăтра кăларни унăн тутине, сиплĕхне тата упрама кирлĕ.

Ыхра икĕ тĕрлĕ пулать, çурхи ыхра тата кĕрхи. Кĕрхи ыхрана юпа /октябрь/ уйăхĕнче лартмалла, çурхи ыхрана - çу уйăхĕнче.

Кĕрхи ыхрана утă уйăхĕн вĕçĕнче, çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче пухса кĕртмелле, çурхи ыхрана пĕр уйăх каярах кăлармалла.

Уйрăмлăхсем. Çурхи ыхра нумай шăллă, кĕрхи ыхран шăлĕсем сахалрах, анчах вĕсем шултрарах пулаççĕ. Кĕрхи ыхра тунана каять, вăрăланать.

Упрасси. Кĕрхин тухăçĕ пысăкрах, анчах вăл виçĕ-тăватă уйăх çеç упранать. Çурхи ыхра вара нумай вăхăт упранать - пĕр çул яхăн выртать.

Пулса çитнин паллисем. Кĕрхи ыхран - туни çулçи сарăхса типет, вăрлăх пуçĕ тÿрленсе çитет. Çурхи ыхран çулçисем сарăхаççĕ, туни шанать. Ыхра чăнах та пулса çитнине пĕлмешкĕн ик-виç тĕме кăларса пăхăр. Ыхра шăлĕсен хуппи хытнă, шăлĕсем лайăх пайăрланнă пулсан - çимĕç пулса çитнĕ.

Кăларса пуçтарасси. Ыхрана типĕ çанталăкра ирхине е каç еннелле кăларăр. Кĕреçепе е сенĕкпе типтерлĕн çĕре пусăр та ыхрана тунинчен туртса кăларăр. Ыхра çумĕнчи тăпрана çапса, силлесе ан пăрахăр. Типшĕнмешкĕн тĕттĕмрех вырăна лупаса хурăр. Икĕ эрнерен ыхра туни йăлтах типсе çитет, тунана ыхра пуçĕнчен 4-5 см çÿлерех касăр, типнĕ тăпра хăех тăкăнать.

Упрасси. Хăма ешчĕк тĕпне шултра тăвар 1-2 см хулăнăш сапăр, пĕр рет ыхра хурса тухăр, çиелтен каллех тăвар сапăр. Çакнашкал мелпе ешчĕке ыхрапа тăвара сийлесе тултарăр. Тăвар вырăнне кĕлпе те усă курма пулать. Ыхрана 4-6 градус ăшăра упрамалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.