Архив - 6 Фев, 2014 - Хыпар
Кун хыççăн кун. Нарăс, 6.
Клубăн - çуралнă кун
Канаш районĕнчи Ямашсем ялти клуба уçнăранпа 95 çул çитнине пысăк уяв йĕркелесех палăртнă. Ăна вĕсем Культура çулталăкне халалланă.
Чăваш чĕлхи хăйĕн çепĕçлĕхне ан çухаттăр
Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕн чăваш филологийĕпе этнокультура вĕренĕвĕн кафедрипе лабораторийĕ тăван чĕлхепе сăмахлăха вĕрентекенсемпе тачă çыхăнса ĕçлет, учительсен пĕлĕвĕ пысăк шайра пултăр тесе тăрăшать. Кафедрăна ĕç кунĕсенче хуть те хăш вăхăтра кĕрсен те унта яланах - ĕçтешсем: пĕрисем çĕнĕ меслетлĕхсемпе паллашма çитнĕ, теприсем вĕрентÿре сăнавлă ĕçлесе пухнă паха опычĕпе паллаштарма çитнĕ, виççĕмĕшĕсем кунта ăс пухма килнĕ те - сĕнÿ илеççĕ, курс ĕçĕн темине уçăмлатаççĕ.
Искусство: çемье çирĕплĕхĕшĕн
Çĕнĕ хуçапа - çĕнĕ вăй
«Чечеклен, юратнă Муркаш ен!»
Çапла ят панă районта çулленех иртекен конкурс-фестивале. Кăçал ăна Культура çулталăкне тата Муркаш районне йĕркеленĕренпе 70 çул çитнине халалланă.
Кăрлачăн 24-мĕшĕнче Орининти информаципе культура центрĕнче «Шуракăш» юрăпа ташă ансамблĕ, Орининти халăх театрĕ, «Оринин ен» ветерансен хорĕ тата Мулкачкасси клуб-вулавăш çумĕнчи «Пучах», Атапайри клубра нумаях пулмасть çĕнĕрен ĕçлеме пуçланă «Сурпан» ушкăнсем сцена çине тухнă.
Программăна «Сурпанра» /ертÿçи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Родион Петров/ юрлакансем уçнă. Регина Быкова шÿчĕсем халăха култарнă, шухăша янă.
Орган хыççăн - арфа
Чăваш академи симфони капеллишĕн Культура çулталăкĕ ăнăçлă пуçланчĕ: ун оркестрĕ çĕнĕ инструментпа - арфăпа - пуянланчĕ. Халĕ кунта пур инструмент та пур.
Нумаях пулмасть инçетри Америкăран килсе çитнĕ кĕвĕ-çемĕ хатĕрĕн презентацийĕ иртрĕ. Капелла ертÿçи, Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин пĕлтернĕ тăрăх - асăннă инструмент оркестрăн вăй-хăватне, пултарулăх шайне тата çÿлерех çĕклеме, репертуара пуянлатма май парĕ. Ку енĕпе иртнĕ çул Германире туяннă орган та пулăшĕ.
Тĕп ĕçсене палăртнă
Культура çулталăкĕ питĕ пуян. Профессионал искусство, вĕренÿ тата наци хутшăнăвĕсен енĕпе кăна 200 яхăн пысăк мероприяти йĕркелеме палăртнă. Пĕлтерĕшлĕ, çирĕп тымар янă проектсем çаксем: Пĕтĕм тĕнчери XVIII балет фестивалĕ, Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери VII кинофестиваль, халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм тĕнчери XXII «Раççей çăл куçĕсем», «Янра, Раççей кĕтесĕ!» тата ытти те.