Комментировать

6 Фев, 2014

Паха тавара пурте хапăл

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Правительство çуртĕнче республикăри промышленноç комплексĕн предприятийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулчĕ. Малтанах промышленноçри лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ. Раççейре унăн производство индексĕ пĕлтĕр 100 процент урлă каçнă, Чăваш Республикинче çак чикке кăштах çитеймест - 95%.

Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕни вăйсăртарах предприятисене чăрмав кÿни сисĕнет. Пĕлтĕр ют патшалăхсем хăйсен продукцийĕсене пирĕн çĕр-шывра самаях вырнаçтарчĕç. Çавна май республикăра туса кăларакан хăш-пĕр тавар пахалăх тивĕçтерейменрен япăх сутăнчĕ. Туянакансем укçапа та вăхăтра татăлаймарĕç.

Çав вăхăтрах производствăна вăхăтра модернизацилекенсем, оборудование пуянлатакансем, вузсемпе тачă çыхăну тытса кадрсене пуçаруллă çамрăк специалистсемпе çĕнетекенсем малалла ăнăçлă аталанчĕç, промышленноç комплексĕпе производство индексне çĕклеме пулăшрĕç.

Республика ертÿлĕхĕ экономика малашлăхĕшĕн çине тăрсах тăрăшать - вĕренÿре, тĕпчев, ăслăлăх, пултарулăх, производство ĕçĕ-хĕлĕнче тата ертсе пырас, бизнес-проектсем хатĕрлес енĕпе пысăк çитĕнÿсем тунă 1000 çамрăка çулленех стипенди парать. Пĕрремĕш курсра ăс пухакан пулас инженерсене те хавхалантарма май тупнă. Чи пултаруллă 78-шĕ стипендипе пĕрле уйăхсерен 2 пин тенкĕ илсе тăрĕ.

Хăш-пĕр предприяти шкул ачисене, студентсене пырса курма, хăйсем кăмăллакан професси вăрттăнлăхĕсемпе çывăхрах паллашма лайăх услови туса панă. Инноваци проекчĕсене хăюллăн пурнăçа кĕртекенсем те пур. Михаил Игнатьев промышленноç аталанăвĕн паха енĕсене ырăпа палăртрĕ.

ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин республикăри промышленноç комплексĕн 2013 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ, кăçалхи тĕллевсене уçăмлатрĕ.

Владимир Александрович малта тата юлса пыракан предприятисене пайăррăн асăнчĕ. 31-шĕ пĕр млрд ытла тенкĕлĕх продукци туса кăлараççĕ. Ăсатнă мĕн пур тавар калăпăшĕн 70 проценчĕ - вĕсен тÿпи. Ĕçлекенсен йышне сыхласа хăварнă çеç мар, кăштах ÿстерме те пултарнă. Республикăра промышленноçра вăй хуракансен вăтам ĕç укçи 19 пин ытларах тенкĕпе танлашать, Раççейре - 29 пин. Хăш-пĕр пĕрлешĕвĕн çĕр-шывăн вăтам кăтартăвĕнчен те иртет. 2013 çулта республика экономикине 16 млрд тенкĕ инвестици хывнă, çуррине - промышленноç.

Кăçалхи тĕллев - тавар пахалăхне май пур таран лайăхлатса суту-илÿре ăнăçлă вырнаçтарасси. Ăна пурнăçлама майсем çителĕклĕ. Çавăнпах-тăр министр шанăç пуррине палăртрĕ - 2014 çулта производство индексне 102-105 процента çитермелле.

Предприяти ертÿçисем те хăйсен пĕлтĕрхи ĕçĕпе паллаштарчĕç. Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕн гендиректорĕ Михаил Резников йышăннă обязательствăсене тивĕçлĕн пурнăçланине, 2012 çулхинчен 49% ытларах продукци туса кăларнине каларĕ. Оборона саккасне пурнăçланă май кăçалхи тата 2015-2016 çулсем валли йышăннă тĕллевсем тата та пысăк иккен. Михаил Сергеевич йывăрлăхсене йышпа парăнтарма май килнине, промышленноç предприятийĕсен ертÿçисен канашне çĕнетме вăхăт çитнине аса илтерчĕ.

Çĕмĕрлери ятарлă автофургонсен завочĕ те Раççейĕн Оборона, Шалти ĕçсен министерствисен саккасĕсене пурнăçлать. Завод пĕлтĕр 3,3 млрд тенкĕлĕх /2012 çулта - 2,3 млрд/ хатĕр продукци ăсатнă. Кунта рабочисен ĕç укçи те, инвестиципе тĕллевлĕн усă курасси те пысăкланать, «Çамрăк специалист» программа ĕçлет.

Çав вăхăтрах «Промтрактор-вакун» АХО пĕлтĕр хытах уксахланă. Юлашки çулсенче 5 пинрен кая мар вакун туса кăларнă, 2013 çулхи кăтарту самаях пĕчĕк. «Кăçал унчченхи шая çитесшĕн», - пĕлтерчĕ ĕç тăвакан директорĕн тивĕçне пурнăçлакан Владимир Муханов.

Республика Пуçлăхĕ йывăрлăхсене татса пама пулăшас тĕллевпе чĕнсен коллективсене çитсе курма кăмăл пуррине пĕлтерчĕ.


Валентин ГРИГОРЬЕВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.