Орган хыççăн - арфа

6 Фев, 2014

Чăваш академи симфони капеллишĕн Культура çулталăкĕ ăнăçлă пуçланчĕ: ун оркестрĕ çĕнĕ инструментпа - арфăпа - пуянланчĕ. Халĕ кунта пур инструмент та пур.

Нумаях пулмасть инçетри Америкăран килсе çитнĕ кĕвĕ-çемĕ хатĕрĕн презентацийĕ иртрĕ. Капелла ертÿçи, Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин пĕлтернĕ тăрăх - асăннă инструмент оркестрăн вăй-хăватне, пултарулăх шайне тата çÿлерех çĕклеме, репертуара пуянлатма май парĕ. Ку енĕпе иртнĕ çул Германире туяннă орган та пулăшĕ.

Çĕнĕ инструментпа пуш уйăхĕнчи концертра çывăхрах паллашăпăр. Оркестр Василий Клинниковăн Пĕрремĕш симфонине итлевçĕсем патне çитерĕ.

Арфăпа калаканĕ - оркестр солистки Наталья Иванова. Вăл хăй вăхăтĕнче Хусан консерваторийĕнче домбрăпа калама вăреннĕ, халĕ тата икĕ çул унтах арфа енĕпе пĕлÿ пухать.


Надежда СМИРНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.