Архив - 22 Дек, 2014 - Хыпар

22 Дек, 2014

Шыракан тупать

Шăматкун клубра кану каçĕ пулнă та - пуçтах, ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ çамрăксем çапăçу пуçланă. Пĕрне йывăрах амантнă та халĕ больницăра выртать иккен. Çак хыпар ялта хăвăрт сарăлнă. Çынсем кун пек чухне тĕрлĕрен калаçаççĕ, шеллекен те, ятлакан та тупăнать, ĕç шала кайса суда çитсен чăнни тин паллă пулать. «Мĕн шыранă - çавна тупнă», - теççĕ. Тĕрĕссипе, çын тени чăнах та мĕн шырать - çавна тупать, ыррине те, усаллине те хăех тăвать. Кун пек чухне çак пулăмшăн никама та айăплаймăн.

22 Дек, 2014

Çĕнтерÿ - чи пысăк парне

Маттуррисене парнесемпе хавхалантарчĕç. ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников тĕнче тата Европа ăмăртăвĕсенчен медальсемпе таврăннă спортсменсемпе вĕсен тренерĕсене ятарлă стипендипе преми илмеллине ĕнентерекен сертификатсемпе чысларĕ.

Страницы