Шыракан тупать
Шăматкун клубра кану каçĕ пулнă та - пуçтах, ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ çамрăксем çапăçу пуçланă. Пĕрне йывăрах амантнă та халĕ больницăра выртать иккен. Çак хыпар ялта хăвăрт сарăлнă. Çынсем кун пек чухне тĕрлĕрен калаçаççĕ, шеллекен те, ятлакан та тупăнать, ĕç шала кайса суда çитсен чăнни тин паллă пулать. «Мĕн шыранă - çавна тупнă», - теççĕ. Тĕрĕссипе, çын тени чăнах та мĕн шырать - çавна тупать, ыррине те, усаллине те хăех тăвать. Кун пек чухне çак пулăмшăн никама та айăплаймăн.
Кашни çын ыттисен хушшинче хăйне епле тытас пирки Матфей Евангелире ăс парса каланă питĕ вырăнлă шухăш пур. «Ыйтăр, - тенĕ унта, - ыйтсан парĕç - вара тупăр, шаккăр - уçса кĕртĕç сире. Мĕншĕн тесессĕн ыйтакан - илет, шыракан - тупать, шаккакана - уçаççĕ. Сирĕн хушăрта ывăлĕ çăкăр ыйтсассăн ăна чул паракан пур-и. Эхер те эсир хăвăр усал пулин те ачăрсене ырă япала пама пĕлетĕр пулсан Çÿлти Аçăр Хăйĕнчен ыйтакансене ырлăх паратех ĕнтĕ» /Библи 1232 стр./. Куртăмăр ĕнтĕ, православи тĕнĕ те кашни çыннах пурнăçра усаллинче те ыррине шырама, сапăр пулма, хамăрти çынлăх енĕсене, кăмăл-сипете асра тытма вĕрентет.
Роман ЧЕПУНОВ.
Комментировать