Вĕренÿ тытăмĕ бюрократи читлĕхĕнчен хăтăлĕ-и?
Хальхи вăхăтра педагог сăнарĕ обществăн ăнлавĕнче еплерех калăпланать? Çакăн çинчен шухăша путатăн та - эпир ача-пăча пулнă вăхăт хыçа юлнине, паянхи ÿкерчĕк ун чухнехинчен пачах урăхлине куратăн. Уççăн калам: пирĕн йăхра учительсен династийĕ темиçе ăруран тăрать - танлаштарма пушшех меллĕ. Асанне каласа панисем - хăлхарах, аннен ĕç-хĕлĕ - асрах, пичче-аппан педагог каçалăкĕ - куç умĕнче. Виçĕ ăрăва çыхăнтараканни - кашниех хăйсенчен мĕн çирĕп ыйтнине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшни.