Чăн-чăн участковăйччĕ
Ăна Михаил Киселев генерал та ырланă
1990-1994 çулсенче пирĕн Чăнкасси тăрăхне милици капитанне А.Максимова участокри инспектор пулма çирĕплетнĕччĕ. Ун йышши йĕрке хуралçисене эпир унччен те, паян та урăх никама та тĕл пулман. Çавăнпах-ши - служба енĕпе вăл тунă ĕçсем паянчченех ял çыннисен асĕнче. Пурте ăна ăшшăн аса илеççĕ. Тĕрмере пулса курнисем те ăна чупса пырсах алă пама паян та хатĕрри курăнать.
Преступлени тунине пĕтерме пултарнипе Максимовăн райцентртан инçетри участокĕ 1-мĕш вырăна тухнăччĕ. Кун пирки пирĕн участковăя республикăри йĕркелĕх хуралçисен слетĕнче ШĔМ министрĕ Михаил Киселев генерал та ырланă. Пысăк пуçлăхсем яла килсех ĕçĕпе тĕлĕннĕччĕ.
Ялсенче пушарсенчен сыхланма хурал йĕркеленĕччĕ. Ку енĕпе брошюра та пичетленĕччĕ. Чăнкасси тăрăхĕнче Максимов опытне сарма канашлу та иртнĕччĕ. Чăваш телекуравĕ те дозорсем çинчен передача килсе ÿкернĕ /В.Тимуков режиссер/. Вăлах ялти талăклăх хурал валли шăхлич, кĕсье хунарĕсем илсе панăччĕ. Хул çине çыхма «Дозор-хурал» тесе çырнă хĕрлĕ хăюсем çĕлеттерни те асра. Ирхине 8 сехетре сменăна ыттисене пама Чăнкасси ял Канашне пухăннă хуралçăсем. Ытти ялтан - Кушмартан, Шупашкар Сĕмĕлтен, Шанар-Куснартан - телефонпа ял Канашĕн ертÿçине е участокрине хурал служби мĕнле иртни çинчен пĕлтернĕ.
Участковăй та участокрах пурăннă. Паянхилле мар - «пушар тухсан», мĕн те пулин сиксе тухсан районтан хăпса çитеççĕ вуннăн. Унччен вырăнти пакунлине çулталăк курмаççĕ, палламаççĕ те. Мĕншĕн тесен уйăхсерен вăлах отчетсем туса панă, вĕсене хуçалăх ертÿçисем те, ял Канашĕн представителĕсем те хутшăннă. График-пĕлтерÿсĕрех пухăннă халăх, ара, пĕлнĕ: Чăнкассинче уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче, ыттисенче малалла... Кантуртах, ял Канашĕнчех пурăннă участковăй. Çĕрле те ăна тупма пултарнă.
Алăк çинче, ял Канашĕнче «Максимов кантурта!» е «Участковăй ял Канашĕнче!» «Гаражра», «Пушарнăйра!» тесе çырнă хутсем хĕсĕнсе тăнă. Кашни ялтах çĕрлесенче кĕрсе тухма шанчăклисем пулнă, вĕсене пурте пĕлсе тăнă.
Совхозри наян-ĕçкĕç-хулигансене вырăнти радио урлă директор питĕ тустарнă. Ун хыççăн микрофона участковăй илнĕ. Тĕрлĕ йăх-яха уççăн намăслантарма хăраман вăл. Ку питĕ усăллă. Çавăнпа «радиона лекесрен» лешсем питĕ шикленнĕ, вăтанса намăсланнă. Радиоузела пĕтерме те хăтланса пăхнă, анчах унти пĕр хутĕнче участковăй, 2-мĕшĕнче совхоз директорĕ Юрий Николаев, ЧАССР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, пурăннă çав. Райхаçатри статьясенчен те йăх-яхсемех питĕ хăранă. Ара, унта сăмакунçăсем çинчен, арăмĕн пит-куçне кăвакартнисене сăнланă фельетонсем пичетленнĕ. Хаçатăн хастар ялкорне хурламах Г.Яковлев редактор патне те делегаци çитнĕ - çăхавпа, «Пичетлемелле мар!» тесе. Ăна кукăр алăллисен, сăмакунçă-ĕçкĕç ушкăнĕ пуçарса пăхнă, анчах...
«Дозорсем» уй хапхине хупсах тăнă. Ют транспорт çĕрле кĕнисене çырса пынă. Çакă преступленисен шутне самаях чакарнă. Талăклăх хуралтисене лавккасенче черетсĕр çăкăр сутассине, хастаррисене пухусенче Хисеп хучĕсемпе, укçан премипе хавхалантарнă. Пĕрлех Шупашкар Сĕмĕлти шкула çĕнĕрен уçма чупкаларăмăр. Ишутовсен пушă çуртне ун валли арендăлама килĕшнĕччĕ, анчах «перестройка» çапса хуçрĕ. Участковăях çĕнĕ сăввисене радио урлă, пухусенче вулатчĕ. Иксĕмĕр те купăсçăсем пулнипе ял Канашĕн машинипе е хамăннипе пĕчĕк ялсене те çÿренĕ, клуб ĕçченĕсемпе /Г.Назаров баянист, С.Антонова/ концертсем лартса килнĕ. Кашни ялтах стена хаçачĕччĕ, ял уявĕсене ирттернĕ. Пакунли сĕннипех «Чăнкасси пасарне» те пуçланăччĕ. Николай Тарават сăвăç, Геннадий Хлебников писатель çуралнă çуртсем çине чаплă митингсем йĕркелесех хисеп хăмисем çакнă. ЧАССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ Р.Ярухин, мухтава тивĕçнĕ Г.Истомин та хисеп хăмисемшĕн куççульпех тав тунăччĕ. Паян пакунлисене вырăнти паллă ентешсем кирлĕ-ши?
20-30 хусахчĕ таврара. Хăшĕсем ĕçкĕпе иртĕхсе пурăннă. Çавсене авлантарма шухăшларăмăр та. Хаçатсенче пĕлтерÿсем тухсан, «Паллашу служби» ял Канашĕнче уçăлсан хăшĕсем çемье çавăрчĕç. Йĕркеллĕ çемьесемех. Пур-ши паян çавăн йышши тĕслĕхсем? Илтмен! Иртнĕ вăрçă çулĕсенче ял çывăхĕнче нимĕç салтакĕсен масарĕ пулнă. Кун пирки участокри тавра пĕлÿçĕ Германиех çыру янă. Делегаци те çитнĕ унтан: тирпей-илем кĕртме.
Каласа-çырса пĕтерме çук самантсем. Участковăй ман алкумĕнчи чăланта та тăлăп пĕркенсе пайтах çĕр каçнă. Çынсем шыраса, пулăшу ыйтса килех пынă вара. Литпĕрлешÿ те йĕркеленнĕччĕ. Унта вырăнти поэтсем Н.Давыдов, Ст. Куснар, А.Титов пысăк пулăшу панă. Валерий Пайраш шахмат клубĕ йĕркелени те ĕçкĕçсене эрех тыткăнĕнчен хăтарнă. Çĕнĕ Куснар-Чăнкасси автобус маршручĕ уçассине, çул тăвассине те участковăй пуçарнă.
Тĕрлĕ пуçтаха Сĕнтĕрвăррине 30-40 çухрăма турттарма хакла ларнипе шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕпе В.Шипулинпа килĕшсе вырăнтах ял Канашĕн умĕнчи вутта татса çуртарнă. 1-мĕш хутрах карçинкка цехĕ те уçнăччĕ. Тĕрлĕ енлĕ, тĕрлĕ ĕçпе иртнĕ пирĕн пурнăç. Вăл мана 1984 çулта пухура пакунлă вăрăсене критикленĕшĕн хăйне службăран хăтарнине каласа панăччĕ. Чунне парса ĕçлетчĕ, хăйшĕн мар, халăхшăн. Унăн та çемье! Икĕ ывăл çитĕннĕ, вĕсене те воспитани кирлĕ-çке.
Октябрьскинче милици уйрăмĕ уçăлни те - участковăй ĕçĕ. Вăлах Шĕнерпуç, Чăнкасси Çатра, Октябрьски, Хуракасси, Кушкă ял Канашĕсен пуçлăхĕсене, совхоз директорĕсене алă пустарса, пичет çаптарса КПСС Чăваш обкомне, СССР ШĔМне çырусем янăччĕ. Пулчĕ - уçрĕç! Октябрьски тăрăхĕнче преступлени шучĕ чакрĕ.
Эпир - В.Исаев, В.Николаев директор - профком хуçисемпе ШĔМ министрĕ патне А.Максимова майор званине пама сĕнÿ-хут та янăччĕ. Пурнăçран уйрăлнă Валентин Янкăйпа Юрий Шевле сăвăç-тусĕсен кĕнекисене кун çути кăтартрĕ. Ап. Мартянов, Вл. Степанов, М.Илларионов, В.Греков, З.Пыркова ячĕсем те кĕнеке авторĕсен шутне кĕчĕç.
Чăнкасси, Шанар шкулĕсенче истори, литература, право урокĕсем ирттернĕ. Çуллен иртекен «Кушар» уявра спорт вăййисене йĕркелекенĕ те шутланнă. Çур аки пуçланнине, пĕтнине, вырма вĕçленнине, ытти уява чаплăн ирттернĕ. 60-70-мĕш çулсенче трактор-машинăна техосмотра районти ПАИрен хăйсене чĕннĕ. 10-мĕш классене шофер прави парассине те участковăй пуçарнăччĕ. Хуçасăр çурт-йĕр чылайччĕ. Вĕсен хуçисен хулари ачисен-тăванĕсен адресĕсене тупса участковăй чĕнтерчĕ. Çарату урăх ят ан пултăр тесе тăванĕ-кÿршипе ун йышшисене пăхса тăма килĕшÿсем турăмăр. Çуртсем çинчех яваплисен ячĕсене кăтартрăмăр.
...Çакă паян асра кăна. Çук халь çавнашкал участковăйсем. Питĕ шел...
Николай Кириллов,
90-мĕш çулсенче Чăнкасси ял Канашне ертсе пынăскер,
Галина Степанова,
ял Канашĕн секретарĕ.
Сĕнтĕрвăрри районĕ
Комментировать