Чăваш тĕрри пур чухне...

29 Окт, 2014

Иртнĕ эрнере Шупашкарта «Халăх искусстви: актуаллăх. Этнокультура хутшăнăвĕсем. Аталанăвăн çивĕч ыйтăвĕсем» ыйтупа ăслăлăх практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна ЧР Культура министерствипе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен министерстви вăйĕпе йĕркеленĕ.

Конференци вăхăтĕнче Чăваш Ен тата Тутарстан фольклорисчĕсен ăсталăх класĕсем пулчĕç. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Екатерина Ефремовăн ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ. Ăна республикăри тĕрĕ ăсти çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă.

Екатерина Ефремова пултарулăхĕ чăваш халăх тĕррине - ламран лама куçса пынă йăлана - професси никĕсĕ çинче аталантарассипе çыхăннă. Ăна вăл чи çÿллĕ шая çĕкленĕ çеç мар, тĕнчене кăларнă. Екатерина Иосифовна эскизĕпе пурнăçланă ĕçсем Пĕтĕм Союзри, Раççейри куравсене хутшăннă, чикĕ леш енчи çак çĕршывсенче - Аргентинăра, Бразилире, Индире, Бельгире, Грецире, Египетра, Японире, Канадăра, Кубăра, Турцире, Алжирта тата ыт. те - пулнă. Хальхи вăхăтра чылай произведенийĕ тăван республикăн, Мускавпа Питĕр музейĕсен фончĕсенче упранать.

Юбилей куравне Чăваш Ен культура министрĕ Вадим Ефимов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн канашçи, искусствоведени докторĕ Михаил Кондратьев хутшăнчĕç, сăмах каларĕç. Лариса Семечкина искусствовед Екатерина Ефремова пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Унăн кун-çулĕ пĕтĕмпех пирĕн - чăваш сумне, чысне, мăнаçлăхне, илем ăс-хакăлне - çĕклессипе çыхăннине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.

Паян чăваш тĕрри малалла пурăннинче, аталаннинче ентешĕмĕрĕн тÿпи вышкайсăр пысăк. Чăваш тĕрри пур чухне Екатерина Ефремовăн ячĕ те упранĕ.

Надежда СМИРНОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.