Канаш хулинчи Культура керменĕнче пуçласа «Çулталăк вĕренекенĕ - 2013» конкурс иртрĕ. Унта хулари вăтам шкулсенче вĕренекенсем çиччĕн хутшăнчĕç. Вĕсем - Ксения Филиппова, Айза Салахова, Юлия Федорова, Татьяна Кудряшова, Александра Васильева, Анастасия Калинина тата Венера Ильина.
Ĕнер ЧР Правительствин Председателĕ Иван Моторин республикăн, федерацин влаç органĕсен территори управленийĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Шурă кĕпеллĕ, тĕттĕм сăрă костюмлă каччăсем - аслă класра вĕренекенсем - шкул алăкĕ умĕнче: «Ырă кун, иртсемĕр», - тесе кашни хăнана ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Çапла уяв техĕмне Шупашкар районĕнчи Ишексем алăкранах туйтарма пултарчĕç.
«Олимп çулăмĕн эстафети пирĕн республикăра пурăнакан кашни çын асĕнче юлмалла, çавăнпа яваплă ведомствăсемпе тытăмсен мероприятие тĕплĕн хатĕрленмелле», - пĕлтернĕччĕ йĕркелÿçĕсем çак кунсенче иртнĕ пресс-конференцире.
2013 çулхи чÿк уйăхĕнче таварсен тата пулăшусен потребитель хакĕсен /тарифĕсен/ индексĕ юпа уйăхĕнчин 100,7 процентне çитнĕ. Апат-çимĕç енĕпе ку кăтарту 100,8 процентпа танлашнă.
Асăннă тапхăрта чăх çăмарти /13,8%/, пылак пăр, сĕт юр-варĕ, пахча çимĕç продукцийĕ, çав шутра çĕр улми /3,0-3,0%/, сыр /1,6%/, общество апатланăвĕ /1,6%/ сисĕнмеллех хакланнă, çавăн пекех кондитер изделийĕсен, пулăн, услам тата ытти çăвăн эрех-сăра, аш-пăш, варени, джем, повидло, пыл /0,7-0,1%/, çăкăр-булка /0,01%/ хакĕсем ÿснĕ.
Елчĕк районĕнчи Людмила Александрова предприниматель çĕвĕ ĕçне питĕ юратать, çĕвĕ машини умне лармасăр пĕр кун та ирттермест. Усăллине кăмăллипе шайлаштарас тĕллевпех вăл 2008 çулта Елчĕк салинче çĕвĕ мастерскойĕ /Коопераци урамĕ, 67 çурт/ уçнă.
Николай Григорьевич Григорьев профессорпа кулленхи пурнăç çинчен вăрах калаçса лартăмăр. Сăмах вĕçленсе пынă май сĕтел çине пĕр купа хаçат-журнал кăларса хучĕ: «Çĕнĕ почта, кунта - вĕр çĕнĕ хыпарсем», - терĕ кăмăллăн.