Çĕлет, паллаштарать, савăнтарать
Елчĕк районĕнчи Людмила Александрова предприниматель çĕвĕ ĕçне питĕ юратать, çĕвĕ машини умне лармасăр пĕр кун та ирттермест. Усăллине кăмăллипе шайлаштарас тĕллевпех вăл 2008 çулта Елчĕк салинче çĕвĕ мастерскойĕ /Коопераци урамĕ, 67 çурт/ уçнă. Унта çын яланах йышлă: нумайăшне кунта хаксем пысăк марри, саккассене пахалăхлăн туса пани илĕртет.
Пĕрисем тин çеç туяннă шăлаварне кĕскеттересшĕн, теприсем хĕллехи куртка "çиçĕм-замокне" улăштарттарасшăн, виççĕмĕшĕ кĕрĕкĕ хăйне пысăкрах тесе çĕвĕçсенчен пулăшу ыйтать. Чÿрече карри çĕлеттерес е халĕ пуррине кăшт урăхлатса хитрелетес текенсем те, сцена çине тухмалли тумлă пулас тĕллевпе килекенсем те пур. Л.Александрова тата ун патĕнче ĕçлекен тăватă çын пурне те кăмăллăн кĕтсе илеççĕ, клиентсен ыйтăвне тĕплĕн те пахалăхлăн тивĕçтерме тăрăшаççĕ. "Туя е ытти уява каякансем валли кĕпесем те çĕлесе паратпăр. Нумаях пулмасть пĕр коллектив валли чикансен тумне /5 штук/ ăсталарăмăр. Ача сачĕсенчен те саккаспа килеççĕ: йăва е ытти сăнар валли костюм кирлине пĕлтереççĕ", - каласа кăтартать Людмила Петровна. Çĕнĕ çул умĕн карнавал тумĕ çĕлеттерес ĕмĕтлисем те пур. Предприниматель каланă тăрăх - вăл хаксене 2008 çултанпа пĕрре те ÿстермен. Унсăр пуçне кунта яланхи клиентсемшĕн хака кăшт йÿнетеççĕ. Çакна пула тата çĕвĕçсем кăмăллă йышăннине кура çĕвĕ мастерскойĕн пулăшăвĕпе пĕрре усă курнисем кунта татах килеççĕ, пĕлĕшĕсемпе тăванĕсене те унăн адресне пĕлтереççĕ.
Л.Александрова мĕн пĕчĕкренех çĕлеме юратнă. Ăсталăхне ÿстерес тĕллевпе Çĕрпÿри 5-мĕш училищĕре арçынсен çиелти тумне çĕлекене 2 çул та 3 уйăх вĕреннĕ, унтан Кироври технологи техникумĕнче технолог специальноçне алла илнĕ. Шупашкарти Мода çуртĕнче 6 çул çĕвĕçре ĕçленĕ. Упăшкине направленипе Калуга облаçне ярсан çамрăк хĕрарăм та пĕрлех çула тухнă, ачи çулталăк тултарсан КБОна вырнаçнă, унта кĕпе-халат ĕлкисене хăех касса çĕленĕ. Мăшăрĕн тăван ялне - Елчĕк районĕнчи Хĕрлĕçыра - таврăнсан тĕрлĕ çĕрте вăй хунă, çĕвĕ ĕçĕсĕр пурăнайманран каллех машина умне ларнă. Шкулта ку енĕпе кружок та ертсе пынă.
2008 çулта, маларах асăнтăмăр ĕнтĕ, çĕвĕ мастерскойĕ уçнă. Малтанлăха кивĕ машинăсемпех усă курнă. Ĕç хатĕрĕсене майĕпен çĕнетсех пыма тăрăшать Людмила Петровна. Акă юлашки вăхăтра вăл промышленноç çĕвĕ машинине, йăлара усă курмаллине /унпа тÿме йăлли тума лайăх/, оверлок туяннă. "Хамăр коллективпа кăмăллă эпĕ. Пĕр-пĕринпе канашласа ĕçлетпĕр, Интернет урлă нумай çĕннине пĕлетпĕр. Модăпа çыхăннă журналсене тишкеретпĕр. Ĕçе кашни ир çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа килетĕп. Елчĕкрех пурăннă тăк кунта çур çĕрчченех ларăттăм, мĕншĕн тесен манăн ĕç чăнласах та кăсăклă. Килте те çĕлетĕп. Тĕрĕссипе, маншăн талăкри 24 сехет те çителĕксĕр пек туйăнать: темĕн те туса ĕлкĕрес килет-çке", - чунне уçать тăрăшуллă предприниматель. Ĕмĕчĕсем пысăк унăн: вăхăт иртнĕçемĕн вăл хĕрарăмсем валли пысăк виçеллĕ кĕпесем /ун пеккисене тупса туянма çăмăлах мар/ çĕлеме пуçласшăн.
Людмила Александрова тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çын. Çĕлеме хăнăхтаракан курссем йĕркелет вăл. Алли çыпăçуллă çынсене хăйĕн патне ĕçе илме те хирĕç мар. Унсăр пуçне Людмила Петровна кăçал çулла паллашу служби уçнă, çапла майпа хĕрарăм Елчĕк тата çывăхри районсенчи пĕччен çынсене хăйсен телейне тупма пулăшасшăн. Вăл паллаштарнă пĕр мăшăр кăрлач уйăхĕнче туй кĕрлеттерĕ. Çавăн пекех предприниматель ачасем валли уяв йĕркелемешкĕн пĕр çынпа килĕшÿ тунă: лешĕ клоун пулма та, Хĕл мучи тумне тăхăнса Çĕнĕ çул ячĕпе саламлама та хирĕç мар. Маттур та хастар, пур çĕре те çитме ăнтăлакан Людмила Александровăпа çак телефонпа çыхăнма пулать: 89373861770.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА