Комментировать

24 Дек, 2013

Потребитель хакĕсен индексĕ

2013 çулхи чÿк уйăхĕнче таварсен тата пулăшусен потребитель хакĕсен /тарифĕсен/ индексĕ юпа уйăхĕнчин 100,7 процентне çитнĕ. Апат-çимĕç енĕпе ку кăтарту 100,8 процентпа танлашнă.

Асăннă тапхăрта чăх çăмарти /13,8%/, пылак пăр, сĕт юр-варĕ, пахча çимĕç продукцийĕ, çав шутра çĕр улми /3,0-3,0%/, сыр /1,6%/, общество апатланăвĕ /1,6%/ сисĕнмеллех хакланнă, çавăн пекех кондитер изделийĕсен, пулăн, услам тата ытти çăвăн эрех-сăра, аш-пăш, варени, джем, повидло, пыл /0,7-0,1%/, çăкăр-булка /0,01%/ хакĕсем ÿснĕ.

Сахăр, улма-çырла консерви /3,2%/, пылак шыв, çăнăх, макарон-кĕрпе, тăвар, соус, апата техĕм кĕртмелли япала, концентрат, пахча çимĕç консерви, чей, кофе 1,3-0,1% йÿнелнĕ.

Апат-çимĕçĕн чи пĕчĕк пуххин пĕр çын пуçне тивекен уйăхри хакĕ 2013 çулхи чÿк вĕçĕнче 2418,95 тенкĕ пулнă е юпаринчен 2,2% хăпарнă.

Асăннă тапхăрта апат-çимĕç шутне кĕмен таварсен потребитель хакĕн индексĕ 101,0 процентпа танлашнă. Çунтармалли хатĕр - 8,2%, мамăктир тата унран çĕленĕ япала, пусма, трикотаж - 3,4-2,4%, сехет, тетте, ал шăлли, тумтир, аялтан тăхăнмалли кĕпе-йĕм, физкультурăпа спорт тата туризм таварĕсем, тасатакан хутăш, галантерея таварĕ, пичет кăларăмĕ, чăлха-нуски, сăран атă-пушмак, тĕртнĕ тата хутăштарнă пир-авăр, медицина тата сад хатĕрĕсем 1,9-1,1% хакланнă. Унпа пĕрлех сĕтел-пукан, шкул тата çыру, канцеляри хатĕрĕ, çăмăл автомашина, парфюмерипе косметика, тимĕр тата фарфорпа фаянс савăт-сапа, культура таварĕ, табак, выльăх-чĕрлĕх валли кăларакан япала, электротавар тата йăла техники, строительство материалĕ 1,0-0,2 % хакланнă, шăрпăк, ювелир япали, резина атă-пушмак, компьютер, çыхăну хатĕрĕ 4,5-0,1% йÿнелнĕ.

Кăçалхи чÿк уйăхĕнче пулăшăвăн потребитель хакĕн индексĕ 99,8% пулнă, медицинăра, пассажир транспортĕнче, туризмра вĕсем 4,1-1,1% йÿнелнĕ, культурăра /5,6%/, çыхăнура, посредник ĕçĕнче, вĕренÿ, банк тытăмĕсенче тата йăлара /0,7-0,1%/ хакланнă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.